Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ велосипедистсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.

Çак кунсенче пирĕн ентешĕмĕрсем Артем Горшков, Руслан Боредский, Николай Иванов Ленинград облаçĕнче маунтинбайк енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатне тата мала тухмалли ăмăртăвне хутшăннă, арçынсем хушшинче «кросс-кантри» олимп дисциплининче чупса чи хăвăрт спортсменсен йышне кĕме тивĕçнĕ. Руслан 3-мĕш, Артем 8-мĕш, Николай 11-мĕш пулнă. Вĕсем виççĕшĕ те велоспорт енĕпе Раççей спорт мастерĕсем, Санкт-Петербург хулишĕн чупаççĕ. Артем Горшков Кавал ялĕнчен, Руслан Боредский тата Николай Иванов — Пинертен.

И.Данилова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика