fИюнĕн 7-22-мĕшĕсенче Вăрмар ра­йонĕнче футболла выляса /8х8/ райадминистраци пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн турнир иртнĕ. Спорт мероприятийĕн тĕллевĕ — халăхăн сывлăхне çирĕплетесси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, спортри ăсталăха ÿстересси, чи вăйлă командăсене тупса палăртасси.

Район турнирне пурĕ 6 команда хутшăнма кăмăл тунă: Вăрмар поселокĕнчи «Легион» ФК команда, Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар, Арапуç, Чулкас ялĕсен командисем, Тăвай районĕнчи «ДЮСШ-Аль» команда.

Турнирăн юлашки вăййисенче Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта «Легион» — «Чулкас», «Энĕшпуç» — «Арапуç», «Кивĕ Вăрмар» — «ДЮСШ-Аль» командăсем тĕл пулса вылянă. Турнир пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 1-мĕш вырăна «Легион» команда йышăннă /ÿкерчĕк çинче/, куçакан Кубока, грамотăна, медальсене, хаклă парнене тивĕçнĕ. 2-мĕш вырăна «Кивĕ Вăрмар», 3-мĕш вырăна «Чулкас» командăсем тухнă. Вĕсене грамотăсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе наградăланă.

Çавăн пекех чи пултаруллă футболистсене тĕрлĕ номинацисенче палăртнă. «Чи лайăх бомбардир» ята Кивĕ Вăрмар командинчи Андрей Павлов, «Чи лайăх тапăнакан» ята Чулкас командинчи Алексей Григорьев, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ята «Легион» командăри Е.Бойков, «Чи лайăх вратарь» ята Арапуç командинчи Владимир Григорьев тивĕçнĕ.

Турнира хутшăнакансене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Краснов саламланă, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă, спортсменсем çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнине палăртнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика