bРеспублика кунĕнче Куславкка хулинчи «Юность» стадионта бокс енĕпе тупăшассипе уçă турнир иртнĕ.

Спортсменсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ В.Горбунов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Павлов, бокс енĕпе СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ, СССР чемпионĕ В.Львов уяв ячĕпе саламланă, спорт­ра çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.

Рингра Тутарстан Республикинчи, Чулхула облаçĕнчи, Чăваш Енри спортсменсем, йывăрăшне кура тĕрлĕ категорисенчи боксерсем, тĕл пулса тупăшнă. Вĕсем хушшинче Вăрмар район представителĕсем те — А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче хăйсен ăсталăхне туптакансем пулнă. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Г.Николаевăн воспитанникĕсем Данил Чернов, Константин Семенов, Самуил Мартьянов асăннă турнирта 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Унччен маларах Вăрмарти бокс шкулĕн воспитанникĕсем Красноармейски районĕн Акатуйĕнче иртнĕ йăлана кĕнĕ 10-мĕш уçă турнира та хутшăнса лайăх результатсемпе палăрнă. Данил Чернов, Никита Михайлов, Самуил Мартьянов, Егор Григорьев, Дмитрий Александров 1-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ, Константин Дмитриев, Константин Семенов, Глеб Константинов 2-мĕш вырăнсене йышăннă.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика