IMG 7435Чăваш Республикин вĕ­ре­нÿпе çамрăксен политикин министерствин информацийĕ тă­рăх, регионти шкулсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме федераци бюджетĕнчен 2,3 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе 2022-2023 çулсен­че республикăри 15 муниципалитетри 31 шкула юсаса çĕ­нетĕç.

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та кăçал тĕп юсав ĕçĕсем ирттерессипе федераци программине кĕнĕ. Асăннă шкулăн тĕп корпусĕ 2002 çулта хута кайнă. 2020 çулта кунта чÿречесене 4 миллион та 804 пин тенкĕлĕх улăштарнă. 2021 çулта шкул çурчĕн çивиттине, фасадне, отмосткине 29 миллион та 861 пин тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Кăçал вара, планпа килĕшÿллĕн, шкул çуртне шалтан юсамалла, çавăн пекех шывпа, ăшăпа, электричествăпа тивĕçтерекен тытăмсене, вентиляци тытăмне, пушар хăрушсăрлăхĕпе хурал сигнализацийĕсене тĕпрен юсама палăртнă. Ку тĕллевпе 122 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Тĕп юсав ĕçĕсене «ГлобалСтрой» тулли мар яваплă общество пурнăçлать.

«Хальхи вăхăтра кивĕ урайне сÿтетпĕр, çÿп-çапа илсе тухатпăр, стенасене сĕрсе тикĕслетпĕр. Паянхи кун тĕлне кунта 25 çын вăй хурать», — пĕл­терчĕ строительсен ĕçне йĕркелесе пыракан Евгений Николаевич Чернов. Юсав ĕçĕсене пахалăхлă тата кĕске вăхăтра вĕçлес тĕллевпе тăрăшса ĕçленине палăрт­рĕ.

Эпир пынă кун Вăрмар шкулĕнче ĕç вĕресе кăна тăратчĕ. Пĕрисем кивĕ урайне перфораторпа вататчĕç, теприсем çÿп-çапа михĕсемпе илсе тухатчĕç, виççĕмĕшĕсем урăх тĕрлĕ ĕçе пурнăçлатчĕç. Алă усса ларакансем çук. Паллах, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеççĕ строительсем, тусанран хÿтĕленме маскăсем те тăхăннă.

Районти яваплă çынсем тĕп юсав ĕçĕсем мĕн­ле пынине тимлесех тăраççĕ, объектра планеркăсем ирттерсе ĕçлĕ ыйтусене татса параççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика