Т.ЯКОВЛЕВА, районти ача-пăча библиотекин заведующийĕ: «Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн те, пĕтĕмĕшле Раççей халăхĕшĕн те паян, июлĕн 1-мĕшĕнче, пысăк пĕлтерĕшлĕ кун: Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» Мемориал комплексне торжествăлла лару-тăрура уçнă. Вăл Раççейри тыл ĕçченĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă пĕрремĕш мемориал.
Çак мероприятине ирттерме июлĕн 1-мĕш кунне ахальтен суйламан. Шăпах çак кун «Пĕтĕмпех фронтшăн, пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» лозунгпа пĕрремĕш хут халăха тылра та Çĕнтерĕве туптама чĕнсе каланă, çынсене пĕр чăмăра пухнă. Чăвашсем те пурте пĕрле тăшмана хирĕç кар тăнă. Чăваш Республикинче харăсах икĕ хÿтĕлев линийĕ — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем — тума пуçланă. Вăрмарсем шартлама сивĕре Хусан хÿтĕлев чиккине чавнă çĕрте кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Мĕнле чăтнă-ши çынсем? Çакна кам курса-тÿссе ирттернĕ — çав кăна пĕлет-тĕр.
Çĕнтерĕве çывхартассишĕн, паянхи тăнăçлă кăвак тÿпешĕн ывăннине туймасăр вăй хунă тыл ĕçченĕсен ячĕсем халăх асĕнче упранччăр тесе уçнă та ĕнтĕ «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» Мемориал комплексне. Вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та ан манăçтăр»

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика