Е.ПАВЛОВА, Çитмĕш ялĕнчи пенсионер: «Çĕнтерÿ кунĕ пирĕн çĕршывра паллă тăвакан пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри тесе шутлатăп. Çак пĕлтерĕшлĕ уяв çынсен пурнăçĕпе çыхăннă. Çĕнтерÿ кунĕ çитиччен мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тăван çĕрĕм юнпа пĕвеннĕ. Вăрçă хирĕнче çав тери йывăр пулнине эпир унта пулнисем каланинчен, кино курса, хаçатсем вуланинчен пĕлетпĕр. Тыл ĕçченĕсене те çав вăхăтра пĕрре те çăмăл пулман. Куллен ĕçлемеллине кăна пурнăçламан вĕсем, окопсем чавма та кайнă. Шартлама сивĕре алă-урасене тăм илтерсе янă, выçăллă-тутăллă пурăннă, анчах та пурпĕрех парăнман. 1941-1942-мĕш çулсенче Чăваш çĕрĕ çинче Хÿтĕлев чикки тунă ĕç - чăваш халăхĕн чăн-чăн паттăрлăхне кăтартакан пулăм. Çавна шута илсе тата тылрисен ĕçне хисеплесе пирĕн республикăра 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Йышăну тăрăх Куславкка районĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче «Чулхула — Хусан» трасса çумĕнче федераци пĕлтерĕшлĕ мемориал тума палăртнăччĕ. Халĕ вăл пурнăçа кĕчĕ — паян ăна торжествăлла майпа уçрĕç. Ку мероприяти маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕр савăнăçлă та, пĕр хурлăхлă пулăм».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика