Н.НИКОЛАЕВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ: «Çĕршыв йывăрлăха лексен пĕтĕм халăх кар тăнă. Тыл ĕçченĕсем салтаксене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшнă. Ялти хĕрарăмсемпе çула çитмен ачасем те айккинче юлман, çĕрне-кунне пĕлмесĕр, ывăннине туймасăр ĕçлеме тивнĕ вĕсен. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех пирĕн çĕршывăн каялла чакма тивни пĕтĕм халăха тарăхтарса янă. Нимĕçсем кунталлах çитесрен асăрханса окопсем чавма тытăннă. Тăшмансем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем патне çитеймен, анчах та чăваш халăхĕ тунă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çÿллĕ шайра. Ку ĕçре çынсен чунĕсем туптаннă, çирĕпленнĕ, çамрăк ачасем вăхăтсăр çитĕннĕ. Вĕсем пурнăçа хаклама вĕренсе çитĕннĕ. Çакă хăйн еевĕрлĕ воспитани те пулнă, патриотлăха туптанă. Паянхи кун иртнине манăçа хăвармасăр, вĕсен ĕçне хисеплесе «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна курсан вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç куç умне тухать, хамăрăн несĕлĕмĕрсемпе мăнаçланма хистет».
