Г.ЯМУКОВ, хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ: «1941 çул нимĕçсем вăрçăпа тапăнни, кĕске вăхăтрах çĕршывăн пысăк территорине ярса илсе çĕршер хулапа яла хупăрласа илни манăн аннен пурнăçне тÿрремĕнех пырса тивнĕ. Вĕсем çемйипе Вăрмар тăрăхне куçса килсе сывă тăрса юлма пултарнă. Анне хăйĕн синкерлĕ ачалăхĕ пирки каласа пани халĕ те чуна ыраттарса тăрать. Чăвашла пĕлмен кукамай икĕ пĕчĕк ачапа чăваш çĕрĕ çинче хÿтлĕх тупнă. Тыл ĕçченĕсемпе пĕрле ырми-канми вăй хунă, окоп чавнă çĕре те хутшăннă. Паянхи кун «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал уçни манăн кукамая та ыттисемпе пĕрлех хисепленине пĕлтерет тесе шутлатăп, вĕсен ĕçне ырласа йышăнатăп».