Пурте пĕлекен паллă сăлтавсене пула киввăрмарсем икĕ çул хушши ял уявне ирттерменччĕ-ха. Çапах вăхăт шăвать, пурте улшăнать, çав шутра уяв вырăнĕ те, ячĕ те. Енчен те ăна иртнĕ çулсенче стадионта йĕркеленĕ пулсан, халĕ ял çумĕнчи çаранта иртрĕ, ячĕ темшĕн Акатуйран Ял кунĕ пулса тăчĕ. Апла-и, капла-и, анчах çак кун ял-йышпа унăн хăнисемшĕн пĕтĕм ыррипе кăна палăрса юлчĕ.
Чи малтанах пухăннисене çак паллă пулăмпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Васильев саламларĕ. Çавăн пекех саламлă сăмахпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - райадминистрацин ĕçĕсен управленийĕн управляющийĕ В.Александров, ЧР Аслă Сучĕн судйи В.Яковлев, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ Е.Прокопьев, Кивĕ Вăрмарти шкул директорĕ С.Антонов, АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Г.Эверсков, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Николаев тухса калаçрĕç.
Торжествăлла лару-тăру уйрăмах палăрнă çынсене чыслав хучĕсем панипе тăсăлчĕ. Ял аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă граждансем, культура ĕçченĕсем, спонсорсем ял администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе парнисене тивĕçрĕç. Вĕсем хушшинче çамрăксем те пулни савăнтарать. Çавăн пекех Тав çырăвĕсене кăçал пĕчĕк пепкесем çуралнă çемьесем те тивĕçрĕç. Уйрăммăн илсен, кăçал, акă, Никитинсен 5-мĕш ача кун çути курнă. Ку, демографи ыйтăвĕ çивĕч тăнă вăхăтра, питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Юрă-ташăсăр уяв уяв та мар. Ку хутĕнче çынсене хăйсен пултарулăхĕпе «Мерчен» фольклор коллективĕ тата «Асамат» эстрада ушкăнĕ савăнтарчĕç. Çак вăхăтра спорт вăййисем те вăй илсех пычĕç, вĕсене вĕттирен пуçласа ватти таранах хутшăнчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Çавăн пекех спортпа физкультура тупăшăвĕнче пуçлăхсем çук, пурте пĕр тан. Çакна турник çинче туртăнмалли турнира ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăй туртăнса пуçлани те çирĕплетрĕ. Пур ăмăрту та çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Акă шашкăлла выляса малти вырăнсене В.Евгеньев, Н.Федоров, А.Эверсков тухрĕç, алă вăйĕ виçсе арçынсем хушшинче малтисем – В.Филиппов, Б.Мясников, Н.Ильин, хĕрарăмсем хушшинче – Н.Эверскова, Л.Волостнова, А.Федорова. Вăйăсем чылай пулчĕç – кире пуканĕ те йăтрĕç, михĕпе те çапăçрĕç, хăвăрт чупассипе те, дротик перессипе те тупăшрĕç.
Чăвашсен уявĕнче, пĕтĕм тĕрĕк халăхĕсен евĕрлех, чи пĕлтерĕшли – кĕрешÿ. Çавăнпа та ку енĕпе ачасем те хастар пулни тĕлĕнтермест, савăнтарать. Çамрăксем хушшинче Е.Туймуков, Семен Никитин тата Степан Никитин малтисем пулчĕç. Аслисем хушшинче вара паттăр ятне Р.Туймуков /Чулкас/ çĕнсе илчĕ, тĕп парнене — такана тивĕçрĕ. Эçпепери С.Иванов суран илнĕ пирки кĕрешĕве малалла тăсаймарĕ, иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Кивĕ Вăрмар спортсменĕсем С.Михайловпа А.Павлов та маттур пулчĕç.
Каçхине уяв Культура çурчĕ умĕнче тăсăлчĕ. Кунта чăваш эстрада юрăçисем А.Шадриков, А.Смирнов тата ыттисем йышлă пухăннă халăха çепĕç юрăсем парнелерĕç, унтан дискотека кĕрлерĕ. Уяв программине тĕрлĕ тĕслĕ салют вĕçлерĕ.
Çак праçнике ирттерме укçа-тенкĕ парса 40 яхăн çын пулăшрĕ. Нумайрах пулăшу паракансене аса илер-ха: А.Михайлов, С.Федотов, Д.Любимов, Г.Архипов, А.Войков, Н.Иванов, Д.Семенов, М.Блинов, И.Гаврилов, И.Михайлова, В.Енькова, М.Михайлов, С.Феоктистов, А.Эверсков, В.Алексеев, В.Федотов, Е.Петров, В.Васильев, В.Алексеев...
Така парса С.Александров пулăшрĕ.
В.ТОЛМАТОВ.