Мĕн-ши вăл илем? Ку ыйтăва кашни хăйне майлă хуравлать паллах. Хуравĕ çут тĕнчене, этемлĕхе, тавралăха кам мĕнле курнинчен, çыннăн шалти туйăмĕсем, тавракурăмĕ еплерех пулнинчен килет.
Иртнĕ кунсенче вăрмарсене кăмăла пусăрăнтаракан хыпар самай калаçтарчĕ. Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркĕнче лартнă чечексене çĕрлехи тĕттĕмлĕхпе усă курса такам чавса кăларса кайнă. Вăрланă чечексене хăйсен сад-пахчинче лартса кил-çурт таврашне илем кĕртетпĕр теççĕ пулĕ-ха та çак ырă мар çынсем, анчах чăн-чăн илем мĕнне пĕлеççĕ-ши вĕсем?..
Пĕрисем çын ĕçне хисеплемесĕр шар кăтартаççĕ, теприсем халăхшăн тăрăшса тар тăкаççĕ, поселокри культурăпа кану паркĕнче илемлĕ, тирпейлĕ пултăр-ха теççĕ, кунта килсен чун кантăр, чĕре савăнтăр тесе вăй хураççĕ. Парк сăн-сăпачĕ куç умĕнчех улшăнса пырать. Пĕлтĕр тĕп аллейăна хута янă, çуран çынсем валли брусчатка сарса çул тунă, саксем, çÿп-çап пăрахмалли урнăсем, светильниксем вырнаçтарнă. Çынсем валли чăннипех те канмалли хăтлă вырăн кунта, паркра вырнаçнă ГТО площадки те сывă пурнăç йĕркипе туслисене хăй патне илĕртет.
Анчах ĕçсем вĕçленмен-ха. Хальхи вăхăтра паркра фонтан тăвассипе, «Туй уçланки» /«Свадебная поляна»/ йĕркелессипе ĕçлеççĕ. Эпир пынă кун икĕ çамрăк — Константин Петровпа Евгений Сергеев — пулас фонтан валли никĕс хатĕрлес тĕлĕшпе вăй хуратчĕç /сăнÿкерчĕк çинче/, çĕрне чавса кăларса тачкăпа айккине кая-кая тăкатчĕç. Ĕçлемелли чылай-ха кунта, никĕсне хатĕрленĕ май фонтан вырăнĕ патне шыв пăрăхĕсене те илсе пымалла. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕçе пурнăçлама районти «Урмарытеплосеть» МУП организацине шанса парĕç. Фонтанне вырнаçтарассипе вара Хусанти «Фонтан-Сити» тулли мар яваплă общество ĕçлĕ.
«Туй уçланкине» йĕркелессипе те ĕçсем активлă пыраççĕ. Кунта «Герса» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Сăмаха май, паркра çуран çынсем валли çул сарассипе те çак организациех ĕçленĕ. Сăнÿкерчĕк çинче — Алексей Тихонов, Сергей Токарев, Константин Кададинцев. Эпир пынă кун вĕсем уяр çанталăкпа усă курса тăрăшсах хăйсен ĕçне пурнăçлатчĕç, çапах та калаçма вăхăт тупрĕç. «Ку вырăнта плитка саратпăр. Чи малтан ĕç вырăнне паллă тăватпăр /разметка/, бордюрне хуратпăр, хăйăрне сармалла, çиелтен сетка хумалла, бетон ярса якатмалла, вара плиткине сармалла. «Туй уçланкинче» светильниксем вырнаçтарассипе те хамăрах ĕçлĕпĕр», — пĕлтерчĕ Алексей Тихонов.
Çавăн пекех «Туй уçланкине» капăрлатма тĕрлĕ интереслĕ япаласем лартса хума палăртнă: Эйфель башни, карета тата ытти те.
Аса илме: Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркне хăтлăлатассипе икĕ вариант пулнă — ачасем валли вылямалли нумай функциллĕ спорт площадки е «Туй уçланки». Онлайн-сасăлав ирттернĕ хыççăн районта пурăнакансен кăмăлĕ еплерех пулни палăрнă. Пурĕ сасăлава 2607 çын хутшăннă. «Туй уçланкишĕн» 2110 çын хăйĕн сассисене панă.
И.ДАНИЛОВА.