8292Иртнĕ эрне Чăваш Ен историйĕнче паллă пулăмпа асра юлчĕ. Куславкка ра­йонĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕн­че июлĕн пĕрремĕшĕнче «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексне торжествăлла лару-тăрура уçрĕç.

IMG 8291Çак астăвăм палăкĕ Совет Союзĕн çыннисен Аслă Отечественнăй вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхне çирĕплетекен Раççейри пĕрремĕш мемориал пулса тăчĕ. Ăна кĕске вăхăтра хăпартса лартма пултарнă. Шăпах та 1941 çулхи июль уйăхĕн пĕрремĕшĕнче «Правда» хаçат­ра «Все для фронта, все для победы!» ятпа статья пичетленсе тухнă пулнă. Çапла июлĕн 1-мĕшĕ тыл ĕçченĕсене чысламалли кун. Мероприяти чи малтанах Мускавран илсе çитернĕ Ĕмĕр сÿнми çулăма чĕртсе янинчен пуçланчĕ. Астă­вăм палăкне уçма РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ И. Комаров, Федераци Канашĕн председателĕн заместителĕ Н. Журавлев, ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А. Аксаков, Тутарстан Президенчĕ Р.Минниханов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Торжествăлла пайĕ хыççăн Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансене сăнарлакансем халăх умне шурă тумпа тухрĕç. Çапла майпа вĕсем тыл паттăрĕсен чунĕсем пирĕнпе пĕрле пулнине кăтартрĕç.

Хÿтĕлев чиккисене 1941 çулта фашистсем Мускав хули патне çывхарма тытăнсан тума пуçланă. Сăр хÿтĕлев чикки Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр районĕсем урлă иртсе кайнă. Хусан хÿтĕлев сооруженийĕ Мари Республикинчен пуçласа Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар районĕсем урлă Тутарстан чиккине çитнĕ. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансем 380 çухрăм окоп чавнă, çакна халалласа мемориал комплексĕнче те шăпах кашни вунă çухрăм пуçне пĕр стела вырнаçтарнă, пурĕ вĕсем 38. Йăлтăр-ялтăр çутатса тăракан тимĕртен тунă стелăсем таçтан аякран курăнса лараççĕ халĕ. Кĕлкеш, Тупах ялĕсенче пурăнакансем ăна ялтанах курайраççĕ. Стелăсем умне çĕр чăмăрне сăнлакан тимĕртен тунă çаврака пысăк шар лартнă.

Çĕнтерĕве туптанă кашни салтакăн ячĕ мухтавлă. Сумлă хăнасем, ял çыннисем тыл ĕçченĕсене асăнса чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç. Канмалли кунсемсĕр, шартлама сивĕре, выçăллă-тутăллă хĕрарăмсем, ачасем окопсем чавнă. Çапла никам та, нимĕн те манăçман. Çакна комплексри тепĕр историллĕ вырăн та çирĕплетет. Кунта астăвăмпа паттăрлăх вырăнĕ. Чăваш Енри кашни районпа хуларан вĕсен символикине сăнлакан гранитран тунă 21 стела вырнаçтарнă. Мемориал комплексĕнче мĕн пурри — йăлтах Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте, йывăр условисенче, шартлама сивĕре ĕçленĕ тылри паттăрсене халалланă.

Республикăра пурăнакансем йышлă пухăннă çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие. Район администрацийĕсен делегацийĕ­сем те, çав шутра Вăрмар район çыннисем те – район пуçлăхĕ Ю.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов ертсе пыракан делегаци те, ытти район çыннисем те асра юлмалли пулăма хутшăнса историе кĕрсе юлчĕç. Пурте вĕсем çакăн пек масштаблă пулăма хутшăнма май пурришĕн кăмăллă пулчĕç. Кунта пурин те пулса курмалла, астăвăм палăкĕпе паллашмалла. Малашне «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал комплексĕнче музей уçасси пирки те сăмах пулчĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика