IMG 8524Июлĕн 12-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче кăçалхи пĕр­ремĕш çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетессипе оперативлă канашлу иртрĕ. Канашлăва ЧР Шалти ĕçсен министерствин информаци центрĕн начальникĕ А.Агатеев, «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ С.Мочалов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ — райадминистрацин управлени ĕçĕсен пайĕн управляющийĕ В.Александров, Вăрмар район прокурорĕ Д.Александров, полици сотрудникĕсем хутшăнчĕç.

«Урмарский» уйрăмĕн пĕрремĕш çур çулхи оперативлă лару-тăрă­вĕ­пе унăн начальникĕ С.Мочалов паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта 128 прес­туплени регистрациленĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 9 ытларах. Пĕтĕмĕшле 85 преступление уçса палăртнă. Пĕтĕмĕшле вĕсене уçса палăртасси 90,4 процентпа танлашнă. Районти криминаллă лару-тăру ытларах çын пурлăхне вăрлассипе çыхăннă. Пурĕ 51 прес­туплени шута илнĕ, вĕсенчен 21-шĕ — вăрлассипе, 24-шĕ — ултавпа çыхăннă. Пулса иртекен ултавсем ытларах контактсăр майпа, хальхи йышши çыхăну мелĕсемпе пулаканскерсем. Вăрмар тата Тăвай районĕсенче пурăнакансен тĕлĕшĕпе çакăн пек майпа 23 ултав пулнă. Вĕсенчен çынсем пурĕ 784 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ, çак суммăран 92 пин тенкине кăна тавăрса панă. Çак енĕпе пур сотрудниксен, уйрăмах уголовлă шырав тата полицин участокри уполномоченнăйĕсен тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕç канашлура. Çавăн пекех ĕç коллективĕсенче, вĕрентÿ заведенийĕсенче, суту-илÿ вырăнĕсенче ултавçăсенчен сыхланмашкăн тăтăшах ăнлантару ĕçĕсем ирттермелли çинчен каларĕç. Кăçал вĕлернисем, мăшкăлланисем, автотранспорт хатĕрĕсене тытса илнисем, вăрă-хурахла ĕçсем, терроризмпа экстремизмла преступленисем пулман.

Наркобизнеспа кĕрешесси право хуралĕн органĕсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри. Иккĕмĕш кварталта наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 4 преступление чарса лартма пултарнă.

2022 çулхи çур çулта административлă право йĕркине пăсасси чакнă, пĕлтĕрхи çак тапхăрта 601 пулнă пулсан, кăçал — 566. Пĕтĕмпе 73430 тенкĕлĕх административлă штраф тÿлемелле тунă. Обществăлла йĕркене пăснăшăн 51 420 тенкĕлĕх, Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн енĕпе 2 596 100 тенкĕлĕх штраф хывнă.

Право йĕркине пăсакансен йышĕнче тĕп пайĕ — ĕç вырăнĕсĕр, тупăшсăр граждансем. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ 44 çын 51 преступлени тунă. Çавăн пекех экономика преступленийĕсем 16 шута илнĕ, коррупци сĕмĕллĕ 5 преступлени тупса палăртнă.

Икĕ район территорийĕнчи çулсем çинчи лару-тăру кăткăс, 6 уйăхри кăтартусене илес пулсан çул-йĕрпе çыхăннă инкексен шучĕ пĕлтĕрхи 8-тан 14 таранччен çитнĕ, пĕр çын вилнĕ. Çул-йĕр çинчи пăтăрмахсен, аварисен шутне чакарас тĕллевпе профилактика енĕпе ятарлă рейдсем ирттереççĕ.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăм республикăри ытти уйрăмсен йышĕнче хăйĕн ĕçри кăтартăвĕсемпе 8-мĕш вырăнта.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика