Июлĕн 8-9-мĕшĕсенче Мăнçырма ялĕнче РФ спорт мастерĕн кандидатне А.Трофимова асăнса йăлана кĕнĕ йĕркепе велоспорт енĕпе Пĕтĕм Раççейри тата республика шайĕнчи ăмăртусем, çавăн пекех Вăрмар районĕн уçă чемпионачĕпе мала тухмалли ăмăртăвĕ иртрĕç.
Спорт мероприятине Санкт-Петербург хулинчи, Чулхула, Владимир облаçĕсенчи, Тутар Республикинчи тата Чăваш Енри 180 ытла спортсмен хутшăнма кăмăл турĕ. Арçынсем, хĕрарăмсем, ачасемпе çул çитмен çамрăксем 12 ушкăнра тупăшрĕç.
Спорт мероприятине райадминистрацин гражданла оборона ĕçĕсемпе чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ Ю.Ефимов ертсе пычĕ. Велосипедистсен умĕнче саламлă сăмахсемпе Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Александров, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ, ăмăртусен тĕп судйи С.Архипов, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Г.Васильев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Краснов, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, ăмăртусен директорĕ В.Семенов тухса калаçрĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслама вара «Системпром» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн заместителĕ В.Афанасьев, В.Ярды ячĕллĕ 7 номерлĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн директорĕ А.Семенов, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Л.Ермолаев та хутшăнчĕç.
Яваплă çынсем ăмăртусене ирттерме пулăшнă çынсене, организацисене — «Комания Дом паркета» тулли мар яваплă обществăн руководительне Ю.Афанасьева, «Системпром» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн заместительне В.Афанасьева, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхне, «Иванов В.И.», Васильев А.П.», «Вотяков А.В.», «Дмитриев А.Н.» уйрăм çын предпринимательсене, «Тав» компанисен ушкăнĕн руководителĕсенчен пĕрне А.Капитонова тата ыттисене те тав турĕç.
РФ спорт мастерĕн кандидачĕн А.Трофимовăн ашшĕпе амăшĕ те çакăн пек пысăк мероприятине йĕркелеме пулăшнăшăн РФ Спорт министерствине, ЧР Физкультурăпа спорт министерствине, Вăрмар район администрацине, Мăнçырма ял тăрăхĕн администрацине, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне С.Архипова, ывăлĕн пĕрремĕш тренерне В.Семенова, А.Саминов тренера тата ыттисене те тав тунине палăртрĕç.
Ăмăртусенче мала тухнă велосипедистсем медальсене тата дипломсене тивĕçрĕç. Пирĕн район спортсменĕсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕç. 2006-2007 çулсенчи яшсем хушшинче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă çамрăк, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕн ятарлă вăтам училищинче вĕренекен, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин 7 номерлĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн командишĕн чупакан Никита Петров /тренерĕ В.Георгиев\ ăмăртусен икĕ кунĕнче те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ /сăнÿкерчĕк çинче/.
Çавăн пекех çамрăк спортсменсем — Дмитрий Сергеев, Даниил Тимофеев, Кирилл Григорьев, Кирилл Девятов, Иван Пудриков, Константин Захваткин, Василий Васильев, Кирилл Матвеев, Григорий Егоров /Вăрмар поселокĕнчен/, Александр Кохнуров /Кавал ялĕнчен/, Артем тата Алексей Воронцовсем /Çиçтĕпе ялĕнчен/, Юлия Егорова, Карина Григорьева, Мария Николаева, Дмитрий Семенов, Святослав Корнилов, Рафаэль Александров, Майя Павлова, Кирилл Данилов, Максим Павлов, Артем Павлов /Мăнçырма ялĕнчен/ — хăйсен çул ÿсĕмĕсенче лайăх результатсем кăтартрĕç. Ачасен тренерĕсем — А.Саминов, С.Пудриков, А.Мальков, А.Терентьев, С.Архипов.
И.ДАНИЛОВА.