Йăлана кĕнĕ йĕркепе июлĕн 12-мĕшĕнче Шăхаль ялĕнче Ял кунне — Питрав уявне паллă турĕç. Шăхальсем ăна Петрав теме хăнăхнă. Апла-и, капла-и – пĕр саспалли улшăннипех уяв тĕшши улшăнмасть. Халăх кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтекен юратнă праçник хаваслă иртрĕ.
Унчченхи пекех Питрав уявĕ хальхинче те ялти стадионта кĕрлерĕ. Пĕрле савăнма пухăннă çынсене, ял халăхне, хăнасене сцена çинчен Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Горбунов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕн заместителĕ С.Павлова, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн руководителĕ В.Иваншкин, Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, Çветтуй Петрпа Павел Апостолсен Шăхалĕнчи чиркĕвĕн настоятелĕ Евгений Филиппов иерей ăшшăн саламларĕç. Обществăлла ĕçсенче, ял хуçалăх ĕçĕнче уйрăмах палăрнă хастарсене яланхи йĕркепе хисеплесе наградăларĕç, нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысларĕç.
Шăхалĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ, Тушкилти «Сурпан» фольклор ансамблĕ, Шупашкарти «Асамат» чăваш эстрада ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, халăха юрлаттарчĕç те, ташлаттарчĕç те.
Спорт мероприятийĕсем интереслĕ иртрĕç: кăмăл тăвакансем турник çинче туртăнчĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, чупса пырса тăршшĕне сикрĕç, алă вăйне виçрĕç, пĕрене çине ларса михĕсемпе çапса тупăшрĕç, волейболла вылярĕç.
Паттăрсем вара кĕрешме тухрĕç. Палăртма кăмăллă: тĕп парнене — такана — çак ялтах çуралса ÿснĕ В.Моисеев çĕнсе илчĕ /сăнÿкерчĕк çинче/. Вăл ял уявĕнче пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ ятне илме тивĕçнĕ, шăхальсем унпа мăнаçланаççĕ.
Каç пулсан халăх Типшĕм Сашук, Дмитрий Моисеев, Евгений Тодинов, Диана эстрада юрăçисен концертне курса, дискотекăра ташласа киленчĕ.
Савăнăçлă уява йĕркелеме «Шигали» ял хуçалăх производствă кооперативĕн руководителĕ В.Иваншкин, «Урмарытеплосеть» МУП директорĕ Н.Зайцев, «Ингосстрах» компанин Вăрмарти офисĕн руководителĕ И.Алексеева, А.Моисеев, В.Моисеев, Р.Цыркунов, Н.Константинов, С.Пашков тата ыттисем те пулăшу кÿнĕ.
И.ДАНИЛОВА.