JHKOIYSyBGDJuedZwP5zmXgxcSSAM3piXbfviXSMsxFpN5CMPo32NqO5oSe5NFF4E 4dAwcwfvh1ONV6lXb3NjiQСавăк кăмăллă ман ялăм,

Хапăл эс ялан пире.

Çĕкленет чунра вăй-халăм,

Сăнупа пуян, хитре.

Киленсе утап йăвашшăн

Такăр çул паян пуртан.

Куç хĕсет çÿлтен ачашшăн

Сар хĕвелĕ, кăмăлтан.

Çаплипех çумра ачалăх,

Çутă, тарăн çăлкуçсем...

Илĕртет уй-хир мăнаçлăн,

Кăтра çÿçлĕ хурăнсем.

Ÿсен, çуталан хăватлăн,

Эçпепе, юратнă ялăм.

Çĕр пин çул, паллах, эс пулăн,

Ятунта тăтăр чăн пулăм!

Çак малтанах хам çырнă сăвăри сăмахсем чăн-чăнах вырăнлă пуль тесе калас килет манăн. Кашни çыншăнах тăван кĕтес, юратнă ял, çуралса ÿснĕ атте-анне килĕ тĕрĕссипех чи çывăх вырăн шутланать. Ют çĕре тухса кайсан та, тăван яла чун туртатех. Сăмах ял праçникĕ пирки пулĕ. Яланхилле, çанталăк ăмăр тăнине пăхмасăрах, ялăн уявне тухса утрăм. Яла çитнĕ тĕле пĕртак сунчăк айне те пытанмалла пулчĕ. Çумăр çуса иртрĕ. Уяв вăхăчĕ çитсенех, çынсен кăмăлне сиснĕ евĕр, пĕлĕтсем таçта кайса çухалчĕç, хĕвелĕ ачашшăн ăшăта пуçларĕ. Ялта аякранах çепĕç кĕвĕ янăратчĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне ял çыннисем, хăнасем клуб умне пуçтарăна пуçланăччĕ те ĕнтĕ, ачи-пăчи чупкалатчĕ. Пылак шыв, пылак вата, тутлă апат-çимĕç сутатчĕç, шашлăкĕ те, ав, килекенсем валли хатĕр. Уява чăннипех кĕтни, хатĕрленни уççăнах курăнать. Ял пурнăçне сăнлакан плакат илемĕпе хăйĕн патне туртать. Акă кĕтнĕ самант çитрĕ те, ялти культура ĕçченĕ Галина Даниловна Иванова ял уявне уçса, пуçтарăннисене ырлăх-сывлăх, уява хаваслăн ирттерме сунчĕ. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Ларионович Николаев, Кĕтеснер ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухă­вĕн ертÿçи «Единая Россия» парти представителĕ Юрий Петрович Емельянов пурне те ял уявĕ ячĕпе саламларĕç, çемьере, ĕçре ăнăçу сунса, çакăн пек пĕрле савăнса, пĕрле ĕçлесе пурăнмаллине палăртрĕç.

Ял праçникĕ мĕн авалтан ялшăн, хуçалăхшăн çулталăкри хăйне евĕр пĕтĕмлетÿ шутланнă. Унта ваттисене, ĕçре, вĕренÿре тăрăшулăх кăтартакансене чысланă.

Паллă çынсен çулталăкĕ пулнă май ялта та тава тивĕçлисене парне парса хисеп турĕç. Уява Ангелина Алексеевăпа Светлана Николаева ертсе пычĕç. Ялти «Туслăх кăшăлĕ» вокалпа юрă ансамблĕн юрăçисем хăйсен юррисемпе пуçтарăннисене савăнтарчĕç. «Хаваслă нота» кружока çÿрекен Дарья тата Ника Барановăсене çепĕç сассисемшĕн алă çупса хавхалантарчĕç. Малалла уява килсе çитнĕ «Асамат» эстрада ушкăнĕ юррисемпе, шÿтлĕ сăмахсемпе чăннипех савăнтарчĕ. Пуçтарăннисем пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Уяв питĕ хĕрÿ те савăнăçлă иртрĕ. Спорт вăййисене Сергей Иванов йĕркелесе тăчĕ. Кире пуканне çĕклессипе чи вăйли Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Александр Алексеев пулчĕ. Алă вăйне виçессипе Сергей Иванов мала тухрĕ, кире пуканне пуринчен аяккарах ывăтма Татьяна Селихова пултарчĕ. Çавăн пекех командăсем канат турттассипе те тупăшрĕç. Пуçтарăннисем ял уявĕнчен тулли кăмăлпа саланчĕç. Каçхи уяв дискотеки те халăхшăн, хăнасемшĕн савăнăçлă парне пулчĕ.

Кунта çавна палăртас килет. Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, аталанăвĕ, йăли-йĕрки тата ытти те. Ял праçникĕ те мĕнле те пулин пулăмпа çыхăннă. Пирĕн Эçпепе ялĕн уявне мĕн авалтан кунта чиркÿ уçнипе çыхăнтарнă, çавăнпа унăн ячĕ те «Чиркÿ праçникĕ» ятлă. Чиркÿ Тихвински Турамăш турăшĕн ячĕпе хисепленнĕ, кунта унăн сăнне вырнаçтарнă. Çав сăлтава пулах мĕн авалтан ял праçникне июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирттернĕ. Ялшăн ку çирĕп йăла пулнă. Ватăсем палăртса хăварнă тăрăх, пирĕн ял питĕ авалхи ялсен шутне кĕнĕ, вăл X-мĕш ĕмĕрĕн вĕçнелле пуçланса кайнă. Ял пуçланнăранпа темиçе хут та ятне «село» тесе асăннă. XVI-XVII-мĕш ĕмĕрсенче чиркÿ ялти «Кăпшар картишĕ» çумнерех вырнаçнă пулнă. Ял халăхĕ вăл вырăна XIX-мĕш ĕмĕрсен пуçламăшĕнче те «Чиркÿ çеремĕ» тенĕ. Чиркÿ пулнă вырăна вăл вăхăтра сыхланса юлнă виçĕ çăка йывăççисем аса илтернĕ.

Ял историйĕпе кăсăкланнă май, чылай ватăсемпе праçник пирки сăмах хускатнă. Малтан ялта «Çимĕк» кунĕ хыççăн тепĕр кунне «Сĕрен» те ирттерни çинчен каласа панăччĕ Санюк аппа /Александра Ермолаевна Яковлева/. Вăл вăхăтра праçник йĕр­кипе кил-çуртсене симĕс туратсемпе илемлетнĕ, ачасем килсем тăрăх çÿресе апат-çимĕç пуçтарнă, çамрăксем Ара шывĕнче пулă тытнă. Каçпа ял халăхĕ, хăнасем пуçтарăнса пулă шÿрпи пĕçернĕ, юрланă, вăйăсем вылянă. Кăвайт урлă сикнине те каланăччĕ. Уява Ара çырминче, шыв хĕрринче ирттернĕ, каярах вара Пĕчĕк Анаткасра чиркÿ ларнă вырăнта ирттернĕ, унтан Кăпшар Элекçейĕ­пе Çтаппанĕн çурчĕсем умĕнче, лапамра ирттернĕ. Темшĕн çак йăла вăрçă хыççăн пăрахăçа тухнă. Чылай пулăмсем çинчен вăхăт иртнĕçем манатпăр, хăй вăхăтĕнче вĕсем ялшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланнă.

Пирĕн ял «Каркаша çăлкуçĕ» юхса выртнă вырăнтан пуçланса кайнă. Çăлкуçĕсем эпир ача пулнă вăхăтра та чылай çĕрте тасан та хитрен тапса тăратчĕç. Кашни уйра, ĕçленĕ çĕртех пĕр-пĕр çăлкуçĕнчен таса шыв ăсма пулнă. Эпĕ кун пирки акă мĕншĕн çыратăп. Колхозра ĕçленĕ чухне, астăвасса, ватă хĕрарăмсем тепĕр авалтан пыракан праçник пирки каланăччĕ. Вăл ялти çăлкуçсемпе çыхăннă пулнă. Май уйăхĕн юлашки канмалли кунĕнче ялти çăлкуçсене хисеплесе уяв ирттернĕ. Уява «Каркаша çăлкуçĕ» çумĕнче çырмари лапамра ирттернĕ. Таса шыва хисеп туса ырланă, сиплĕ курăксем ярса чей вĕретнĕ, шывпа çăвăннă, савăннă, вылянă. Уява йăлана çирĕп тытса пырса ялти чи ватă çынна уçтарнă, унăн валли пуканĕ те пулнă тенĕ. Кайран «Çăмăрчăк» ирттернĕ пирки те каланăччĕ.

Чылай авалхи йăласем пурнăç улшăнса пынине пула манăçа тухаççĕ. Вĕсене каялла чĕртсе ярсан питĕ аван пулĕччĕ пуль тесе шутлаççĕ ватăсем. Авалтан пыракан йăла-йĕркесене халĕ те аса илни ялшăн, ял çыннисемшĕн пысăк сăвап çеç пуласса шанас килет. Малтан ирттернĕ праçниксем пирки çамрăксене те пĕлтерес килет.

Кашни ирттерекен уяв, паллах, тăкаксăр пулмасть. Куратпăр, малтан та, халĕ те уява ирттерме ялĕпе хутшăнаççĕ. Хальхинче те «чиркÿ праçникне» сумлăн ирттерме Кĕтеснер ял тăрăхĕн администрацийĕ пысăк пулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсен пулăшăвне те палăртас килет. Вĕсем: Владимир Николаевич Яковлев, Светлана Михайловна Матвеева /Матросова\, Анатолий Витальевич Борьков, Сергей Геннадьевич Иванов, Анжела Михайловна Беспалова, Наталья Юрьевна Егорова тата ялти нумай-нумай çын, ялтан тухнисем пулăшу кÿнĕ. Эпĕ те айккинче пулас мар терĕм.

Н.НИКОЛАЕВА-ТАЯВАÇ.

Эçпепе ялĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика