VVVЫркăмăллăх çынна телейлĕрех тăвать. Шăпах та ыркăмăллăх пире ырă ĕçсем тума хистет, ырă ĕçсем туни, пĕр-пĕрне пулăшни пурнăç телейне тупма пулăшать. Ыркăмăллăх — вăл хăвăн вăхăтна, вăй-хална шеллемесĕр ытти çынсене тимлĕх кÿни. Ыттисене пулăшнă май эпир хамăра та савăнăçлăрах, телейлĕрех туятпăр.

Çак кунсенче Çветтуй Петрпа Павел Апостолсен Шăхалĕнчи чиркĕвĕн территорийĕнче ĕç шавĕ кĕр­ленĕ — чиркÿ умĕнчи кивелнĕ йывăç хÿмене тăршшĕпех сÿтсе тимĕррипе тытнă.

Чиркÿ настоятелĕ Евгений Филиппов иерей пĕлтернĕ тăрăх, чиркÿ прихожанĕ, Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакан Людмила Ивановна Хованская тимĕр хÿме тытма укçа-тенкĕ парса пулăшнă.

Ĕçне пурнăçлама ялти активистсем хаваспах килĕшнĕ. Шăхаль ял старости Владимир Николаевич Яндутов, малтанхи çулсенче Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, халĕ районти ветеринари станцийĕнче вăй хуракан Анатолий Артемьевич Семенов, çавăн пекех Игорь Николаевич Яндутов, Михаил Иванович Спиридонов тата Валентин Сергеевич Комяков /сăнÿкерчĕк çинче чиркÿ настоятелĕпе Евгений аттепе пĕрле тăраççĕ/ кĕске вăхăтрах кивĕ хÿмене сÿтсе пăрахнă, тимĕр хÿме /металлический штакетник\ тытнă. Пурте вĕсем тÿлевсĕрех ĕçленине палăртмалла. Вĕсене ялта пурăнакан ытти çынсем те пулăшнă. Тимĕр хапха çĕнĕ хÿмепе пĕр тĕслĕ пултăр тесе ăна та сăрланă. Ку ĕçе хĕрарăмсем те хутшăннă.

Чиркÿ настоятелĕ Евгений Филиппов иерей çĕнĕ хÿме тытма ук­çа-тенкĕпе, ĕçпе пулăшнă çынсене пурне те тав тунине палăртрĕ. Ку вăл чăннипех те Турра юрăхлă ырă ĕç.

Тирпей кĕртсенех тавралăх илемленет çав. Чиркÿ умĕпе тытнă çĕнĕ хÿме те куçа илĕртет, тимĕр çинче хĕвел шевли те хаваслăн вылять.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика