Вăрмарти культурăпа кану паркĕнче «Туй уçланки» /«Свадебная поляна»/ уçăлчĕ.
Çамрăксем валли ятарлă вырăна парка хăтлăх кĕртмелли «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» проектпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Ку лапам - çамрăк мăшăрсем валли хăйне евĕрлĕ юратупа килĕшÿ символĕ, кунта карета, искусственнăй шыв тăракан вырăн урлă хывнă пĕчĕк кĕпер, башня, шатер пур. «Туй уçланкине» брусчатка сарнă, хунар юписем, ларкăчсем вырнаçтарнă. Парка хăтлăх кĕртмелли ĕçсене «Герса» тулли мар яваплă общество май уйăхĕнче пуçланă, нумай пулмасть кăна вĕçленĕ.
Çĕнĕ çемьесем валли çак таранччен пĕрлешнĕ ятпа сăн ÿкерĕнмелли пĕр вырăн та пулман. Паркри çак илемлĕ вырăн çынсене килĕшессе, кунта халăх йышлă çÿрессе шанаççĕ.