«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕнер акă, июлĕн 28-мĕшĕнче, нумай çул ÿсекен курăксене çулмалли иккĕмĕш тапхăра тухрĕç. Хуçалăхри 7 техника единици харăсах хĕрÿ ĕçе пикĕнчĕ. Ĕнесене хĕл каçипе апталантармашкăн çу каçипе чылай утă хатĕрлемелле, унсăр пуçне сенаж, силос хывса хăварасси те тĕп вырăнта. Хальлĕхе 4 пин тонна сенаж хатĕрленĕ.
Нумай çул ÿсекен ем-ешĕл курăка çулакан «Челенджер» комбайн штурвалĕ умĕнче Арапуç çамрăкĕ — Валерка Теплов /ÿкерчĕк çинче/. Сип-симĕс курăк вăл ертсе пыракан техника хыççăн ретĕн-ретĕн типтерлĕн çĕр çине выртса юлать. Александр Васильев механизатор ворошилкăпа çулнă курăкăн икĕ ретĕнчен пĕр рет туса пырать. Ун хыççăн тухăç пуçтармалли ДОН-680 комбайн курăка пуçтарса КамАЗ çине вĕтетсе тултарса пырать. Ку комбайн штурвалне Александр Васильев механизатор тытса пырать. Икĕ КамАЗ пĕр-пĕрне ылмаштарса умлă-хыçлă вĕтетнĕ курăка сенаж хумалли вырăна фермăна турттараççĕ. Ку ĕçе Владимир Тимофеевпа Яков Федорова шанса панă. Пĕр вырăна 1 пин тонна вырнаçать, хальлĕхе 4 шăтăкне тултарнă та ĕнтĕ, 5-мĕшне тултараççĕ. Сенажа пусарнă çĕрте «Кировец» тракторпа Василий Петров механизатор ĕçлет.
Иванов Владимир Анатольевичăн хуçалăхĕнче паянхи куна 231 пуç сăвакан ĕне, мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ пурĕ пĕрле — 578. Çак йыша хĕл каçарма паха та пуян рационлă выльăх апачĕ кирлĕ. Çавăнпа та кăçал нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене 200 гектартан 250 гектар таранччен ÿстернĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене люцерна, клевер, козлятник йышăнаççĕ. Куккурус ÿсекен лаптăксене те 100 гектартан 150 гектар таранччен пысăклатнă. Унран та каярахпа паха выльăх апачĕ — силос хатĕрлĕç.
Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, кăçал выльăх апачĕ хатĕрлемелли условисем аван, планпа палăртнине ирттерсе те пурнăçлама май парать çанталăк. Управляющи ĕçĕсене Валерий Петрович Андреев пурнăçласа пырать. Саппас пайсемпе тивĕçтерсе тăрасси, механизаторсемпе çыхăну тытса тăрасси, уя илсе тухса вĕри апат çитересси тата ытти те ун çинче. Сип-симĕс нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсемпе пĕрлех сап-сарă тыр-пул уйĕсем те кашласа лараççĕ. «Çитес эрнерен вырмана та тухма палăртатпăр», - пĕлтерчĕ хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич.
Э.МИХАЙЛОВА.