IMG 20220725 142035Хăмла тупăшлă культура тесе мĕн авалтанпах каланă. Çакна тĕпе хурса пирĕн район территорийĕнче хăмла çитĕнтерме тытăннă. Ку ĕçе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество йĕркелесе пырать. Унăн учредителĕ - А.Вальшников.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн АПК тата экономика аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, ЧР Ял хуçалăх министерствин растениеводство, меха­низаци, химизаци тата ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пайĕн консультанчĕ Н.Павлов Кĕтеснер тата Кавал ял тăрăхĕнче çитĕнекен хăмла участокĕсене çитсе курса унăн учредителĕпе А.Вальшниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 14 гектар çинче çитĕнекен хăмла участокĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă.

Хăмла шпалерĕ çакнă учас­токсем районта пĕ­тĕм­пе 38 гектар, вĕсенчен 30 гектарĕ çимĕç параканни. 2021 çулта 6 гектар çинче çамрăк хунавсем лартса хăварнă, вĕсенчен 2 гектарĕ Мăнçырмара, 4 гектарĕ - Кĕтеснер ялĕнче.

Ĕçлĕ ушкăн малаллахи ĕç планĕсене сÿтсе яврĕ, кунта вăй хуракансене çăмăл мар ĕçре ăнăçу, чăтăмлăх, сывлăх сунчĕ.

С.ЕФРЕМОВА, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика