PoleТин çеç акса-лартса хă­варнăччĕ, умра – вырма. Ра­йонти хуçалăхсенче йĕри-тавра ĕç шавĕ кĕрлет. Çапла пулмасăр, çанталăкăн кашни уяр кунĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. Пирĕн район ытларах çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Çуллахи кунăн çак вăхăтĕнче пурте тенĕ пек вырмана тухма хатĕрленеççĕ. Района ертсе пыракан яваплă çынсен те çĕр ĕçченĕсемпе пĕрлех канăç çухалнă. Вĕсем кашни кун тенĕ пекех çул çинче. Ял хуçалăх ĕçченĕсем патне çитсе куллен килсе тухакан ыйтусене вырăнта татса парас тесе тăрăшаççĕ.

Pole2Акă, иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне çитсе курчĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çак кун вырмана тухнă. 300 гектар çинче çитĕнекен кĕр­хи тулă уйне хир карапĕсем виççĕн­тан - пĕри хыççăн тепри мăнаçлăн тухса ĕçе тытăннă. Шыв пек чÿхенсе ларакан кĕрхи тулă пысăк тухăç парасса шанса хуçалăх пуçлăхĕ Г.Яму­ков çапла каларĕ:«Ир вăранакан яланах тутă пулнă», - тетчĕ атте яланах. Атте каланине эпир яланах хисепе хурса тытса пыма тăрăшатпăр. Кăçал кĕрхи тулă участокĕ пире тухăçпа савăнтарасса чунтанах кĕтетпĕр. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх кунти участокра пĕр гектар пуçне 60 центнер тухрĕ, ыттисенче кунтан та ытларах пулĕ тесе шансах тăратпăр-ха. Çанталăкĕ кăна лайăх тăтăрччĕ. Комбайнсем шанчăклă алăсенче, вĕсем штурвала ăнăçлă тытса пырса тĕш-тырăна тăкаксăр пухса кĕртетпĕр тесе ĕмĕтленетпĕр», - тет Геннадий Николаевич хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Хуçалăх ĕçе юратакан çынсем çинче тытăнса тăрать. Чылайăшĕсем кунта нумайшар çул пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем выр­мана ăнăçлă вĕçлесе пÿлме тулли тыр-пул пухса кĕртессе шанса вăй хураççĕ.

«Районти çĕр ĕçченĕсем халĕ вырмара та, акара та, сухара та темелле, мĕншĕн тесен пĕр ĕçĕ теприне таптаса пырать. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла, унсăрăн тупăш илесси пулмастех. Пирĕн халĕ умри йывăрлăхсене парăнтарса вырмана кĕске вăхăтра пахалăхлă ирттерсе ярасси. Çав вăхăтрах ĕç вырăнĕсенче хăрушсăрлăх техникин нормисене пăхăнса ĕçлемеллине тата çуллахи кунсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тытса пымаллине рабочисене ăнлантармалла, вĕсене кун пирки кашнинчех аса илтерсе тăмалла», - терĕ Дмитрий Геннадьевич кунта вăй хуракансене яваплă тапхăр пуçланнă ятпа саламланă май.

Н.ШИШКИНА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика