hd img 8860Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д. Иванов районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕпе Н. Борисовăпа вĕрентÿ объекчĕсенчи тĕп юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Чи малтанах Чулкасри шкулта пулнă. Кунта ĕçсем планпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. «Урмарская» КСО АО подрядлă организаци директорĕ А.Петров кунти лару-тăрупа паллаштарнă. Палăртмалла, ĕçсен 65 проценчĕ вĕçленнĕ. Иккĕмĕш хут хатĕрпе танах, классенче линолеум сармалла. Пĕрремĕш хутра, ача сачĕн пÿлĕмĕсенче, столовăйĕнче хăтлăх кĕртмелли ĕçсем малалла пыраççĕ. Шкул çурчĕн тăррин пĕр пайне юсасси вĕçленсе пырать.

Вăрмар поселокĕнчи «Зоренька» ача садĕнче «Гарант» тулли мар яваплă обществăпа контракта малалла тăсасси пирки сÿтсе явнă. Кунта хальхи вăхăтра ача сачĕн çурчĕн стенисене тимĕр кассетăсемпе витеççĕ. Подрядчик ĕçсене вăхăтра туса пĕтерме шантарнă.

«Сельмашстрой» тулли мар яваплă общество Мăнçырмари шкул территорине хăтлăх кĕртессипе ĕçлет, çак шута шкул периметрĕпе асфальтпа бетон­ран çул, мини-футболла вылямалли спорт, ача-пăча площадки кĕреççĕ. Çавăн пекех шкул территорине карта тытнă, çутă хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Ĕçсене «ЭнергоМашСтрой» тулли мар яваплă общество, «Зямбекова А.В.» уйрăм çын предприниматель пурнăçлаççĕ.

Вăрмарти вăтам шкулта та тĕп юсав малалла пырать. Объектра шалти хăтлăх ĕçĕсем пурнăçланаççĕ, шыв илсе пыракан тата илсе тухакан, ăшăпа, электричествăпа тивĕçтерекен тытăмсене, вентиляцие, пушарпа хурал сигнализацине тĕпрен юсаççĕ. Хальхи вăхăтра 3-мĕш хутри вĕрентÿ кабинечĕсенче, коридорсенче ĕçлеççĕ. «Глобалстрой» тулли мар яваплă обществăн прорабĕ Е.Чернов палăртнă тăрăх, 3-мĕш хутри ĕçсене кăçалхи сентябрь уйăхĕ тĕлне вĕçлемелле. 2-мĕш хутра та ĕçе тытăннă, стенасене шпатлевка çапаççĕ. Çав вăхăтрах сантехника тата электромонтаж ĕçĕсем те пыраççĕ. Пĕтĕмпе хальхи вăхăтра объектра 25 специалист вăй хурать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов пур объектра та ĕçсем вăхăтра пулса пынине палăртнă, подрядчиксене ăнăçу суннă.

Н.ШИШКИНА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Праздники

Яндекс.Метрика