Вăрмар район çыннисем Тинĕс çар флочĕн кунне анлă паллă турĕç. Çав шутра Кивĕ Вăрмар халăхĕ те çак ятпа ялта çар морякĕсемпе тинĕс пехотинецĕсене халалласа çĕнĕ асăну палăкĕ уçрĕç.
Ял çыннисемпе хăнисене йышлă пухнă мероприятие Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Юрьевич Васильев уçрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – управлени ĕçĕсен управляющийĕ В.Александров тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен çамрăк армеецсем те мероприятире активлăх кăтартрĕç.
Асăну палăкне хăпартса лартас ĕçре ял çыннисем — Раççей Тинĕс çар флочĕн ветеранĕ – отставкăри аслă мичман Владимир Иванович Николаев пуçарулăхĕпе тата вăл ертсе пынипе Сергейпе Андрей Максимовсем, Николай Тимофеев, Михаил Данилов, Шупашкарта пурăнакан тинĕс çар флочĕн саппасри майорĕ Георгий Михайлович Ашмарин уйрăмах тăрăшнă. Палăк умне вырнаçтарнă якоре Коломна хулинчен Владислав Юрьевич Федоров илсе килнĕ. Çапла пурте пĕрле кар тăрса тăрăшнипе Кивĕ Вăрмарта тепĕр палăк уçăлчĕ.
О.АЛЕКСЕЕВА, вĕрентекен.