Районти хуçалăхсенче йĕри-тавра ĕç шавĕ кĕрлет. Çанталăк уяр тăнă чухне вырма ĕçне хăвăртрах вĕçлес тесе тăрăшаççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. Çак вăхăтра района ертсе пыракан яваплă çынсен те канăç çухалнă. Вĕсем яланах ĕç çыннисемпе.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçлăхĕнчи тырă выракан участока çитсе курнă. «Скипетр» кĕрхи тулă пуссинче хир карапĕсем пĕрин хыççăн тепри умлăн хыçлăн çÿреççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектартан 60 центнер тырă тухасса палăртаççĕ специалистсем. Кăçал ку хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене 2 пин гектар çинчен пухса кĕртмелле. Вĕсем вара ăна тăкаксăр та агротехника требованийĕсене пурнăçласа, уяр кунăн кашни саманчĕпе усă курса, кĕске вăхăтра пухса кĕртме тĕллев лартнă. Çĕнĕ ял хуçалăх техникипе ĕçлеме те кăмăллă. Кăçал тĕш-тырă тухăçĕ те савăнтарать.
Райадминистраци пуçлăхĕн АПК тата экономика аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, кунти ертсе пыракан специалист-эксперт С.Ефремова Тикаш ял тăрăхне кĕрекен «Иванов Н.А.» хуçалăхне тата «Передовик» агропромышленность комплексĕн тулли мар яваплă обшествăна çитсе курнă.
Ĕçлĕ ушкăн пынă вăхăтра Николай Анатольевич Иванов хуçалăхĕнче «Московская-56» кĕрхи тулă уйĕнче хĕрсех выраççĕ. Кăçал вĕсем кĕрхи тулăна 100 гектар çинче акнă.
Тулă пусси тап-таса, пĕр çумкурăк курăнмасть, тикĕссĕн хумханса ларакан тулăна хир карапĕ тÿрремĕнех вырса тĕшĕлет. Малтанлăха палăртнă тăрăх, тухăçĕ те сахалах пулас çук.
Малалла ĕçлĕ ушкăн «Передовик» агропромышленность комплексĕн тулли мар яваплă обществине çул тытрĕ. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене 540 гектар çинче пухса кĕртмелле, вĕсенчен 70 гектарĕ кĕрхи, 470 гектарĕ çурхи культурăсем. Хуçалăх руководителĕ В.Кандаков палăртнă тăрăх, комбайнсем иртен пуçласа каçченех уйра. Тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртесшĕн. Ăнăçу вĕсене.
Виçĕ хуçалăхĕнче те ĕç вырăнĕсенче хăрушсăрлăх техникин нормисене пăхăнса ĕçлемеллине тата çуллахи кунсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тытса пымаллине вырмана хутшăнакан рабочисене пурне те каласа ăнлантарнă.
Ĕçлĕ ушкăнрисем ĕççине хутшăнакансене ăнăçу сунса малалла кайнă.
С.ЕФРЕМОВА.