Коронавирус чирĕпе çыхăннă лару-тăру юлашки вăхăтра республикăра çивĕчленсе пырать. Чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел — вакцинаци. Ачасем шкула каймалли тапхăр çывхарать — сентябрь уйăхĕнче эпидемипе çыхăннă лару-тăру çуллен йывăрланать. Çавăнпа та халех мерăсем йышăнни вырăнлă. Халĕ — чире прививка тутарса кĕтсе илме хатĕрленмелли чи лайăх вăхăт.
Вăрмарти тĕп больницăри прививка тумалли кабинетра яланхи пекех коронавирусран прививка тутарма пулать. Кунта вакцинацие килекенсен йышĕ ÿссе пырать, кунсерен 10-15 çын пырать. Чи малтанах тухтăр патĕнче пулса прививка тума ирĕк илеççĕ. Медицина сестри юн пусăмне, ÿт температурине виçет, кăтартусем аван пулсан тухтăр вара прививка тума ирĕк парать. Терапевтсем кунта черетпе кашни кун ылмашăнса ĕçлеççĕ. Эпир пынă вăхăтра Марина Анатольевна Петрова врач йышăнатчĕ. Процедура кабинетĕнче çынсене Татьяна Владимировна Назарова медицина сестри кĕтсе илет. Пур йĕркене пăхăнса хулăран укол туса вакцина ярать. Хальхи вăхăтра ГамКовидВак ятлă вакцинăпа усă кураççĕ, Вăрмарти тĕп больницăна 13880 доза вакцина илсе çитернĕ. Пирĕн районта пĕрремĕш компонентпа 11092 çын прививка тунă, иккĕмĕш компонентпа — 10302 çын. Çав шутра 60 çултан аслă 3116 çынна вакцинаци тунă. Ялта пурăнакан прививка тутарас текенсене те хальхи вăхăтра кунтах вакцинацилеççĕ. Вĕсене кунта больницăн автотранспорчĕпе илсе килеççĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.