Тинех 168 çын пурăнакан Вăтакас ялĕнче пурăнакансемшĕн пысăк ĕмĕт пурнăçланать. Пĕчĕк ялта пурăнакансен пысăк ĕмĕтне пурнăçланма пулăшаканĕ — пуçарулăх бюджечĕ.
Кунта хальхи вăхăтра 50 çын вырнаçмалăх модульлĕ клуб хăпартса лартрĕç. Малтанхи клуб çурчĕ авариллĕ лару-тăрура пулнă пирки кунта вăтакассем культурăлла мероприятисем ирттереймен. Клубра пĕрле пуçтарăнсан, пĕрле калаçсан ку е вăл ыйтăва татса парасси те çăмăлрах пулса пырать тесе шутлаççĕ ял çыннисем. Çавăнпа та пуçарулăх ушкăнĕ ялти культура вучахĕн çуртне юсас ыйтăва пĕрре кăна хăпартман, çĕнĕ клуб пирки вара шухăшлама та пултарайман. Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мираида Симонова тăрăшнипе, райадминистраци пулăшнипе, ял халăхĕ çине тăнипе Вăтакасра кĕске вăхăтра çĕнĕ объект туса лартнă. Çĕнĕ культура объектне кивĕ клуб çурчĕ вырăнĕнчех туса лартнă. Киввине ял халăхĕ салатса тирпейленĕ, кирлĕ мар ăпăр-тапăра турттарса тухнă. Республика бюджетĕнчен 1 миллион та 363 пин те 800 тенкĕ уйăрма палăртнă, ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 654 пин те 600 тенкĕ уйăрнă, ял çыннисем 254 пин те 600 тенкĕ пуçтарса панă. Пуçарулăх бюджечĕн программипе халăхран пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕн 20 процентне пухмалла. Ял халăхĕ çак суммăна пуçтарса çитерейменрен Пинер ял тăрăхĕн бюджетĕнчен укçа-тенкĕ ытларах уйăрма тивнĕ.
Ĕçсене Шупашкарти «СЧК» тулли мар яваплă общество подрядлă организаци пурнăçланă. Шăпах модульлĕ объектсем хăпартса лартассипе, вĕсене шалтан хăтлăлатассипе те ĕçлет çак организаци. Эпир пынă вăхăтра рабочисем, вĕсем кунта тăваттăн ĕçлетчĕç, электричество, пушар сигнализацийĕн тытăмĕсене хатĕрлетчĕç. Чÿречесемпе алăксем вырнаçтарнă, урайне, стенасене туса пĕтернĕ. Пулас клубăн модульлĕ конструкцине фундамент çине мар, малтанах вырнаçтарнă свайсем çине ухтарса лартнă.
Малашне Вăтакас ял çыннисемшĕн культура пурнăçĕ çĕнĕрен вăй илсе кайĕ.
Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мираида Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ клуба çывăх вăхăтра, сентябрĕн 1-мĕшĕччен уçасшăн.
Э. МИХАЙЛОВА.