Вырма тапхăрĕнче ăшă та типĕ çанталăк тăни палăртнă ĕçсене ăнăçлă та кĕске вăхăтра вĕçлеме май парать. Çавăнпа аграрисем хăйсен умне лартнă тĕллевĕсене хăвăртрах пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Районти яваплă çынсем вара вĕсен ĕçне тимлесех тăраççĕ.
Çак кунсенче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, унăн АПК тата экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев Кĕтеснер ял тăрăхне кĕрекен çĕрсем çинче ĕçлекен «Яковлев В.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулса унти ĕçсемпе паллашрĕç. Вĕсемпе пĕрле Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Николаев та пулчĕ.
Асăннă хресчен-фермер хуçалăхĕ 502 гектар çĕр çинче ĕçлет. 3 гектарне нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсене 213 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем «Московская-56» сортлă кĕрхи тулă акнă. Паянхи кун тĕлне ăна пухса илнĕ ĕнтĕ, тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 30 центнерпа танлашнă. Çитес çул валли кĕрхисене 200 гектар çинче акса хăварма планланă.
Пĕрчĕллĕ çурхи культурăсем 286 гектар йышăнаççĕ: 81 гектар çинче — «Ликамеро» сортлă тулă, 205 гектар çинче — «Эльф» сортлă урпа. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра çурхисене 150 гектар çинчен пухса илнĕ, малтанлăха палăртнă тăрăх, урпа тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 40 центнерпа танлашать.
Ĕçлĕ ушкăн пынă кун Владимир Николаевич Кивĕ Шулхан ялĕ çумĕнчи лаптăкра Акрос-550 комбайн штурвалне çирĕп алăпа тытса урпа выратчĕ. Шыв юхнине тата çулăм вылянине пĕр вĕçĕмсĕр сăнаса тăма пулать теççĕ, вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хирте мăнаçлă комбайн ĕçленине те куç илмесĕр пăхса тăрас килет. Ана тăрăх жаткине çавăрттарса пыракан комбайн хыççăн ылтăн тĕслĕ улăмĕ выртса юлать, кĕске хăмăлĕ турапа тураса якатнă евĕр тÿп-тÿрĕ.
Комбайн бункерĕ тулса пырать, ăна пушатма тракторĕ кĕтсех тăрать. Акă бункерне пушатнине пĕлтерсе комбайн сасă парать, унăн шнекĕ айĕнчи трактор тележки çине тырă тăкăнма пуçлать. Нумай та вăхăт иртмест, тулли тележкăллă трактор тырра склада ăсатма çул тытать.
Владимир Николаевича пулăшакансем — ывăлĕсем Сергей тата Алексей. Вырнă тырра пĕлтĕр кăна туса лартнă çĕнĕ склада турттараççĕ, кирлĕ пулсан комбайн штурвалĕ умне те ларма пултараççĕ, кирек мĕнле ял хуçалăх техникине те çăмăллăнах парăнтараççĕ. Çапла пулмасăр, куç умĕнче ашшĕн ырă тĕслĕхĕ.
«Кăçалхи тухăçпа эпĕ кăмăллă, ĕç кал-кал пырать, çанталăкĕ типĕ тăнă вăхăтра кашни минутпа тухăçлăн усă курассишĕн тăрăшатпăр», — терĕ Владимир Николаевич Дмитрий Геннадьевичпа, Николай Михайловичпа, Олег Ларионовичпа калаçнă май.
Яваплă çынсем ăна ăнăçу сунчĕç, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе активлă ĕçлеме сĕнчĕç. «Çĕре ĕçлеттермелле, пушă вырттармалла мар», — палăртрĕ райадминистраци пуçлăхĕ Дмитрий Геннадьевич, ял хуçалăх ĕçĕнче пысăк опытлă çын — Владимир Николаевич — унăн сăмахĕсемпе, паллах, килĕшрĕ.
Çемçе çăкăр сĕтел çине килсе выртиччен сахал мар тар тăкмалла, çакна ял хуçалăх ĕçченĕсем, тыр-пул туса илекенсем, аван пĕлеççĕ. Çавăнпа ĕççи вăхăтĕнче уйрăмах яваплă вĕсем. Мухтав ĕçчен алăсене!
И.ДАНИЛОВА.