Вăрмар поселокĕнчи Мичурин тата Зеленая урамсенче пурăнакансем ĕçмелли таса шыв пулманнипе чылайранпа йывăрлăхсем тÿснĕ, кунта шывпа тивĕçтерекен тĕп тытăм пулман.

Çак çивĕч ыйтăва татса пама вĕсене пуçарулăх бюджечĕн прог­рамми пулăшнă. 460 метр тăршшĕ водопровод пăрăхĕсене йĕркелес ĕçе Мичурин урамĕнче вĕçленĕ, хальхи вăхăтра ĕçсем Зеленая урамĕнче пыраççĕ. Кунта водопровод пăрăхĕсен тăршшĕ 540 метрпа танлашĕ. Ĕçсене пурнăçлакан подрядчик — Вăрмар районĕнчи «Урмарытеплосеть» МУП.

Районти яваплă çынсем асăннă ĕçсем мĕнле пынине тимлесех тăраççĕ. Акă иртнĕ кунсенче те ра­йон администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Ива­нов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров, Вăрмар район депутачĕсен Пухă­вĕн депутачĕ В.Васильев объектри ĕçсемпе паллашнă.

«Нумай çулхи йывăрлăхсене татса пама пулăшакан пуçарулăх бюджечĕн программи ĕçлеме пуçланишĕн эпир чăннипех те савăнатпăр. Эпир те халĕ ытти çынсенчен кая мар пурăнăпăр, пирĕн те крансенчен артезиан шывĕ юхма тытăнĕ», — савăнăçне пытармасть Зеленая урамĕнче пурăнакан Т.Гаврилова.

«Пуçарулăх бюджечĕн программи çуртсен картишĕсене, урамсене, ытти территорисене хăтлăлатма пулăшать. Паянхи кун вăл пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, чăн-чăн пулăшу», — палăртнă Дмитрий Геннадьевич.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров пĕл­тернĕ тăрăх, кăçал Вăрмар хула тăрăхĕн территорийĕнче пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче 5 проект пурнăçлама палăртнă. Программăпа усă курса Вăрмарти механика завочĕпе хирĕç вырнаçнă паркра спорт площадки тунă. Тепĕр икĕ проекчĕ — шăпах та Мичурин тата Зеленая урамсенче водопровод пăрăхĕсем йĕркелесси. Ку ĕç вĕçленсен Гагарин тăкăрлăкĕн­че те 130 метр тăршшĕ водопровод пăрăхĕсем йĕркелессипе ĕçсем пуçланĕç. Çавăн пекех Механизаторсен тăкăрлăкĕнче асфальтлă çул сарма планланă.

«Пуçарулăх бюджечĕн программи халăхăн пурнăçне лайăхлатма, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăрах тума пулăшать. Малашне те çак программăпа усă курса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама планлатпăр. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ çынсемпе тачă ĕçлесе кирек мĕнле проекта пурнăçлассишĕн те тăрăшма хатĕр», — тет Александр Юрьевич.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика