Çак кунсенче Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Чăваш Республикинчи çемье командисем хушшинче ГТО фестивалĕ иртнĕ. Фестивальте республикăри хуласемпе районсенчи 14 çемье команди хутшăннă, команда йышĕнче 4 çын пулнă: ашшĕ, амăшĕ, вĕсен 9-12 çулсенчи ачи, аслашшĕ е асламăшĕ.
Вăрмар районĕнчен çак фестивале Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Борисовсем хутшăннă. Ăмăртусене хутшăнакансен «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн 8 нормативне пурнăçламалла пулнă. Çак шутра хăвăртлăха, вăя, авăнма, тăршшĕне сикме, мечĕк пеме пултарнине, шывра ишессине тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, асламăшĕсемпе аслашшĕсем хушшинче Людмила Борисова бронза призер пулса тăнă, ЧР Спорт министерствин грамотипе медальне тивĕçнĕ.
Л.ПАВЛОВА, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.