IMG 8994Çак кунсенче «Аниш-Вознесенское» автоçула юсанă. Çула çĕнĕрен асфальтпа бетон сарнă. Ĕçсене юсав технологийĕсене пăхăнса пурнăçланă.

Райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов та вĕсемпе паллашнă. Асфальтпа бетон сийĕ сметăпа пĕр килет, 5 см танлашать. Асфальт сивĕнсе хытнă хыççăн тепĕр икĕ кунтан автоçул хĕррисене çирĕп­летессипе ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле çула 450 метр тăршшĕ юсанă. Çитес çул çак автоçулăн тата тепĕр 3 км та 800 метрне тĕпрен юсама палăртаççĕ. Çак ĕç валли проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеççĕ, сентябрь уйăхĕнче подрядлă организацие палăртма аукцион ирттереççĕ.

Çавăн пекех Пинер ялĕн­чи Ахплат урамĕпе ЧАССР-а 60 çул урамĕ хушшинчи çырма урлă каçмалли çул чылайранпах канăçсăрлантарнă ял халăхне. Вăл çулран çул кĕрхи çумăрлă çанталăкра, юр ирĕлнĕ вăхăтра япăхланса пынă. Хальхи вăхăтра пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса çак çула та юсама тытăннă. Ĕçсене подрядчик пулса Эдуард Вячеславович Макаров уйрăм çын предприниматель ертсе пырать. Пĕтĕмĕшле çула юсамалли смета хакĕ - 770249,93 тенкĕ. Çак шутра Чăваш Республикин бюджетĕнчен 462150,00 тенкĕ, Пинер ял тăрăхĕн администрацийĕн бюджетĕнчен - 154049,93 тенкĕ те 93 пус. 154050 тенкине ял халăхĕ пуçтарса панă. Пуçарулăх бюджечĕн программи - ял çыннисен çивĕч ыйтăвне татса пама пулăшаканĕ пулса тăчĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика