sportИртнĕ кунсенче ЧР патшалăх влаçĕн органĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсен XX-мĕш Спартакиадин çуллахи тапхăрĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене палăртнă.

Патшалăх служащийĕсем, çав шутра Вăрмар район представителĕсем те, маунтинбайк аталанăвĕн Центрĕнче тĕл пулса виçĕ тĕрлĕ ăмăртура — канат туртассипе, хутăш эстафетăра, мини-футболла выляса — хăйсене тĕрĕсленĕ.

Ăмăртусенче вăрмарсем лайăх енчен палăрнă. Канат туртассипе муниципалитетсем хушшинче вĕсем 2-мĕш вырăна тухнă. Хутăш эстафетăра /800 метр çуран чупса, 1000 метр велосипедпа чупса тата 50 метр дистанцине шывра ишсе/ Вăрмар районĕ турнир таблицинче варринче пулнă. Футболла выляса вара ентешĕмĕрсем 2-мĕш вырăн йышăннă.

А.КРАСНОВ, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика