Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче çуралнисен пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман, вĕсем чылай йывăрлăхсене çĕнтерсе аслă пĕлÿ илме тăрăшнă, ĕçлес тесе васканă. Ачалăхĕ выçлăхра, чухăнлăхра иртнĕ пулин те нăйкăшман, пуçа усман. Вĕсене вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсем амантса, хуçса хăварнă пулин те никама та вăрçман, çăхав паман. Вăл вăхăтри ачасем алла кашăк тытма пуçласанах ĕç пирки шухăшланă пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсен 9-10 çултах ĕç стажĕ çырăннă. Вĕсен ырă вăрлăхĕ хальхи ăру çыннисене те куçса юлнă. Ачасемпе воспитани ыйтăвĕпе калаçу пуçарсан, тÿрех çав вăхăтри ăру çыннисен пурнăçĕ аса килет, тĕслĕх вырăнне хурса шăпăрлансемпе калаçу ирттеретĕп. Вĕсем вара интересленсех итлеççĕ, тĕрлĕрен ыйтусем параççĕ. Уйрăмах учительсем ачасене çирĕп пĕлÿ, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнине палăртса хăварас килет. Вĕсене вара ашшĕ-амăшĕсем тăтăшах пулăшса пырсан ачасем тарăн пĕлÿллĕ, çирĕп ăс-тăнлă çитĕнеççĕ. Кун пек ачасен вара пур çĕре те çул уçă пулать. Пурнăçри йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтарма пултарĕç. Пирĕн камран тĕслĕх илмелли пур. Аслă ăрурисен чи кирлĕ те витĕмлĕ тĕшшине кăна ачасем патне çитерме пĕлмелле.

Т.САПАРКИНА,

Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан

вăтам шкулти педагог-психолог.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика