И.ЯМУКОВА, Вăрмар район администрацийĕн экономика тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн экономика енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ: «Донецк тата Луганск Халăх Республикисенче, Запорожск тата Херсон облаçĕсенче пурăнакансем Раççей составне кĕрессишĕн сасăланă. Пирĕн çĕршыва çĕнĕ регионсем кĕни, паллах, Раççей экономикине те пысăк витĕм кÿрĕ. Кунта сăмах анăçри çĕнĕ çĕрсем пирки кăна пымасть, унти çынсем Раççейре пурăнакансен шутне те ÿстерĕç. Апла пулсан çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн ĕçлекенсем те ытларах пулĕç. Çĕнĕ регионсенче промышленноç предприятийĕсем пур, Запорожск тата Херсон облаçĕсенче ял хуçалăхĕ лайăх аталаннă. Унсăр пуçне çĕнĕ портсем урлă тĕрлĕ тавара экспорта яма пулать. Туризм аталанасси те куçкĕрет».