А.НИКОЛАЕВА, ĕç ветеранĕ: «Сентябрĕн 23-27 мĕшĕсенче Донбасс, Луганск Халăх Республикисенче тата Запорожск, Херсон облаçĕсенче пурăнакан халăхсем Раççей Федерацийĕн йышне кĕрес тесе ыйтнине тивĕçтерсе референдум иртрĕ. Референдум ирттернине тĕрĕс тесе шутлатăп. Çÿлерех палăртнă регионсенчи çынсем кил-çурчĕсене пăрахса хăварса хÿтлĕх шыраса тĕрлĕ çĕре тухса кайнисем тинех хăйсен килĕсене каялла таврăнма пултараççĕ. Пирĕн тăванла халăх текех пусмăрта пурăнмĕ. Эпĕ вĕсен ирĕклĕхĕшĕн чунтанах савăнатăп. Эпир пурте тăванла çĕршывсенче пурăнатпăр. Украинăра манпа пĕрле пĕр класра вĕреннĕ Галина Иванова та пурăнать. Вăл вăрçă нушине курни маншăн та чунра йывăрлăх çуратать. Тинех çăмăллăн сывласа ячĕç пулĕ ĕнтĕ».