Александр Юрьевич ЯКОВЛЕВ, Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ: «Мускавра Георги залĕнче Раççей йышне тăватă çĕнĕ регион — Луганск, Донецк республикисене, Херсон, Запорожье облаçĕсене кĕртесси пирки калакан документа торжествăлла лару-тăрура алă пусрĕç. Раççей историйĕнче çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ. Паянтан çĕнĕ регионсемшĕн Раççей йышĕнчи çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. 8 çул Донбасс çыннисем хăрушлăхра, шарт-шарт сиксе пурăннă. Националистсем вĕсене çав тери тертлентерсе çитернĕ. Референдум миллионшар çынна çĕнĕ пурнăç пуçлама май туса пачĕ. Паянхи кун та утăм хыççăн утăм, метр хыççăн метр пирĕн салтаксем çĕнĕ территорисене çĕнсе илеççĕ. Эпир вĕсемпе чăннипех те мухтанатпăр. Хальхи вăхăтра çĕнĕ субъектсенче калăпăшлă ĕçсем пурнăçланаççĕ, çуртсем хăпартаççĕ, юсаççĕ, Раççейрен гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ, аркатнă территорисене пурнăç кĕртеççĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин хăйĕн сăмахĕнче мирлĕ пурнăçшăн тăшмана сĕтел хушшине ларса килĕшÿ тума чĕнсе каларĕ. Тăшман Раççей вăйне çапса аркатассишĕн, унăн культурине, пуласлăхне тĕп тăвассишĕн тăрăшать. Владимир Путин Раççей нихăçан та парăнмассине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика