IMG 0182Çĕр çинче тем тĕрлĕ професси те пур, пурте питĕ кирлĕ, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çапах та вĕсен хушшинче вĕрентекен профессийĕ уйрăм вырăн йышăнса тăрать. Вăл çăмăл мар, анчах та пархатарлă та мухтавлă. Учитель ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарать, пурăнма вĕрентет, хăй вăхăтне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемесĕр пурнăçра çирĕп утăмсем тума çул уçса парать.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсерен октябрĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне уявлаççĕ. Вăрмар районĕнче те çак куна халалласа кашнинчех пысăк мероприяти иртет. Кăçал та районти вĕрентÿ учреждени­йĕсен руководителĕсемпе ĕçченĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хăйсен професси уявне паллă тума ра­йонти культура аталанăвĕн цент­рĕнче пухăнчĕç. Çавăн пекех хисеп­лĕ хăнасем хушшинче Вăрмар муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕн АПК тата экономика аталанăвĕн ыйтă­вĕсемпе ĕçлекен заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ Е.Николаева тата ыттисем те пулчĕç.

Мероприяти Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вокал ансамблĕн /руководителĕ В.Быков\ илемлĕ юрринчен пуçланчĕ. Унтан пухăннисене саламлама сцена çине райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Борисова тухрĕ. Вăхăтпа тан утса çĕнĕ программăсене ăса хывнăшăн, ачасене тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани панăшăн учительсене тав турĕ. Районти шкулсенчен вĕренсе тухнă ачасем çĕршыври малта пыракан аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнине палăрт­рĕ. Вĕсен хушшинче педагогика ВУЗĕсене вĕренме кĕнисем те сахал мар. Хăйсен пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарас текен çамрăксен шучĕ ÿссех пырать: малтанхи çул педагогика ВУЗĕсене çул тытнисем 6,6 процент пулнă пулсан, халĕ çак цифра икĕ хутчен ÿснĕ.

Вăрмар муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов пирĕн районта талантлă, пултаруллă вĕрентекенсем тăрăшнине, вĕсем ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнине, вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленине каларĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн АПК тата экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен замес­тителĕ Н.Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ Е.Николаева та педагогсене ăшă сăмахсемпе саламласа ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Яланхиллех мероприятинче чи талантлă, чи пултаруллă педагогсене чысларĕç. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти вĕрентекен М.Михеева, Пинерти тĕп шкулти вĕрентекен Л.Сапаркина, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн ертсе пыракан юрисконсульчĕ М.Яковлева «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç.

Кĕтеснерти тĕп шкулти вĕрентекене Л.Даниловăна, Вăрмар поселокĕнчи «Зоренька» ача сачĕн воспитательне И.Егоровăна, ра­йонти ача-пăча творчество çурчĕн методистне Л.Ивановăна, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти вĕрентекене Е.Ларионовăна РФ Çутĕç министерствин Хисеп грамотисемпе, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн преподавательне З.Румянцевăна РФ Культура министерствин Тав хучĕпе наградăларĕç. Унсăр пуçне ытти педагогсене те тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысларĕç.

Халĕ ĕçлекен педагогсене çеç мар, нумай çул районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă педагогика ĕçĕн ветеранĕсене те хисеплесе ырă сăмахсем каларĕç, уяв ячĕпе саламласа чечексем парнелерĕç.

Мероприяти Шупашкартан килнĕ артистсен концерчĕпе вĕçленчĕ. Сцена çинчен савăнăçлă юрăсем шăранчĕç, вĕрентекенсен те кăмăл-туйăмĕ савăнăçлă, çĕкленÿллĕ пулчĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Сăнÿкерчĕк çинче: Пысăк Енк­кассинчи вăтам шкулти вĕ­рентекенсем.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика