Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрмар муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созыври депутачĕсен ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ Ю.Казаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Пухăва депутатсен йышĕнчи чи аслă депутат Г.Егоров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вăрмар муниципалитет округĕн пĕрремĕш суйлавĕнчи депутатсен умĕнче Вăрмар районĕн территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Н.Шанина сăмах илчĕ. Вăл кăçалхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин Вăрмар муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн суйлавĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ.
Унтан депутатсем Вăрмар муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ пулма Ю.Иванова çирĕплетрĕç. Унăн заместителĕ пулма В.Васильева суйларĕç, секретариатра ĕçлеме Г.Васильевпа А.Ларионова шанчĕç.
Малалла вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухакан яланхи комиссисен членĕсене тата ертÿçĕсене суйларĕç, экономика политикипе, бюджетпа тата налукпа, социаллă политикăпа, сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа, вĕрентÿпе, саккунлăха тата право йĕркине çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç.
Юридици вăйĕллĕ Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсене пĕтерсе хурасси çинчен йышăну турĕç. Чăваш Республикин Вăрмар муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне кандидатсем суйласси, ăна тивĕçлĕ шайра пăхса тухма комисси йĕркелесси пирки те калаçрĕç.
Вăрмар районĕн муниципаллă пурлăхне приватизацилесси, район территорийĕнчи муниципаллă çĕрсене контрольлесе тăрасси çинчен калакан положенине улшăнусем кĕртесси пирки тата налукпа, арендăпа çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Çавăн пекех депутатсем Устав проектне граждансем хутшăнса сÿтсе явассин йĕркине тата халăхпа пĕрле тĕрлĕ ыйтусене татса парассине çирĕплетрĕç. Пухура районта ĕçпе палăрнă çынсене тивĕçлĕ ятсем парасси пирки те сÿтсе яврĕç.
Депутатсен йышне Вăрмар муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов ăшшăн саламларĕ, муниципалитет округне аталантарас ĕçре ăнăçусем, çитĕнÿсем сунса çапла каларĕ: «Сире халăх шанать, хисеплет. Апла пулсан çак шанăçа малашне те тÿрре кăларса, халăх ырлăхĕшĕн, муниципалитет пĕрлĕхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшмалла. Суйлавçăсен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшмалла».
Депутатсен çĕнĕ йышне муниципалитет округĕ умĕнчи задачăсене, граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырас енĕпе палăртакан тĕллевсене пурнăçланă чухне тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунмалли кăна юлать.
А.НИКОЛАЕВА.