Иртнĕ эрнере Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи йĕрке хуралçисем кăçалхи 9 уйăхри оперативлă лару-тăрăва тишкерсе хакламалли черетлĕ канашлăва пухăнчĕç.
Ăна ЧР Шалти ĕçсен министерствин обществăлла йĕрке хуралĕн управленийĕн начальникĕ Н.А.Зологин ертсе пычĕ. Яланхиллех оперативлă лару-тăрăва хакласа хăйĕн сăмахĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ С.Г.Мочалов паллаштарчĕ. Унăн сăмахĕнчен çакă паллă пулчĕ: «Кăçалхи 9 уйăхра регистрациленĕ преступленисем 172-рен 182 таранччен ÿснĕ. Преступноç шайĕ хăпарни ултавсем ÿснипе çыхăннă. Пĕлтĕрхи çак вăхăт тĕлне 13 пулнă пулсан, кăçал — 29. Пĕтĕмĕшле регистрациленĕ 182 преступленирен 111-не вĕçне çитерсе суда янă. Çак тĕлĕшпе 103 çынна уголовлă явап тытма явăçтарнă.
Вăрмар тата Тăвай районĕсен территорийĕнче çынна мăшкăлланисем, вăрă-хурахла ĕçсем, кĕсьерен укçа вăрланисем, дачăсене çаратнисем, терроризмпа экстремизмла пулăмсем пулман. Çынна вĕлернисене, çын сывлăхĕшĕн юриех йывăр тата вăтам йывăрăш сиен кÿнисене, хулиганла ĕçсене, хваттерсемпе çуртсенчен вăрланисене, çул-йĕр правилисене пăснипе тата транспорт хатĕрĕсемпе саккуна пăсса усă курнипе çыхăннă преступленисене 100 проценчĕпех тупса палăртнă.
Пĕлтĕрхи пекех 18 çула çитмен çамрăксемпе çыхăннă пĕр преступлени регистрациленĕ. Ку преступлени Тăвай районĕнче пулнă. Çавăн пекех экономика тата коррупцие хирĕç кĕрешессипе аван динамика палăрать. Кăçалхи 9 уйăхра экономика енĕпе 19 преступлени шута илнĕ, вĕсенчен коррупципе çыхăннисем — 5.
Тĕрлĕ йышши преступленисене уçса палăртассипе ăнăçлă ĕçленĕ вăхăтрах Интернет сечĕпе тата мобильлĕ çыхăну урлă пулакан ултавсене уçса палăртассипе тивĕçлĕ кăтартусене пурнăçлайман. Çавăн пекех çынсем эрех ĕçсен преступлени çулĕ çине тăрасси те ÿснĕ. Тĕслĕхрен, эрех ĕçнĕ 57 çын 66 преступлени тунă, пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 55 пулнă. Обществăлла вырăнсенчи преступленисен шучĕ те пысăкланнă. Пĕлтĕрхи 16-ран 26 таранччен ÿснĕ.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшса ĕçлесе профилактика мероприятийĕсем ирттернĕ пулин те автотранспортпа çыхăннă инкексен шучĕ чакман, пĕлтĕрхи 18-тан 20 таранччен ÿснĕ, аманнисем те нумайланнă, 20-рен 27 таранччен ÿснĕ, инкекре 2 çын пурнăçĕ татăлнă».
Канашлăва Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ Ю.Казаков, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Г.Куклов, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç.
Э.МИХАЙЛОВА.