Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача садĕнчи педагогсен коллективĕ ачасен — çĕршывăн пулас гражданинĕсен — культурăллă аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрать, шкул çулне çитмен ачасене патриотла воспитани парас, ăс-хакăл енчен аталантарас тĕлĕшпе ĕçлет. Тĕрĕс воспитани ачана хăйĕн çемйине, ача садне, тăван поселока, тăван тăрăха юратма хăнăхтарнинчен пуçланать.
Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ шайĕнче «Зоренька» ача садĕнче «Пирĕн чаплă ентешсем» инновациллĕ проект пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — ачасене Вăрмар поселокĕнчи социаллă культура пурнăçне явăçтарасси.
Проекта воспитанниксем валли 2022 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче ирттерме палăртнă 30 вĕрентÿ пулăмĕ кĕрет. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ, тăван тăрăха чапа кăларнă паллă çынсен биографийĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе иртекен çемье экскурсийĕсем, пĕлĕве ÿстерекен калаçусем, тăван Вăрмар поселокне чапа кăларнă çынсемпе ача садĕнче йĕркеленĕ тĕлпулусем.
Çак кунсенче пирĕн ача садĕнче хамăрăн хисеплĕ ентешĕмĕрпе — Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Николай Васильевич Васильевпа тĕлпулу иртрĕ. Николай Васильевич 1987-2005 çулсенче Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕнче вăй хунă. Вăл ертсе пынипе район хаçачĕ йывăр вăхăтсене чăтса ирттерсе малтан мала аталаннă, редакци çĕнĕ оборудованипе пуянланнă. Вăл тăрăшнипе хаçат ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ ÿссе пынă, материалсем интереслĕрех, пуянрах тухма тытăннă, хаçатăн сăн-сăпачĕ те ырă еннелле улшăннă.
Николай Васильевич ачасене хăйĕн пурнăçĕпе, ĕç кун-çулĕпе паллаштарчĕ, сăнÿкерчĕксем, тĕрлĕ кĕнекесем кăтартрĕ. Тĕлпулу воспитанниксемшĕн те, ача сачĕн ĕçченĕсемшĕн те интереслĕ, усăллă пулчĕ, пурне те килĕшрĕ. Вăл нумайлăха асра юлĕ.
И.ЕГОРОВА, Г.ЗОБОВА, воспитательсем,
Е.ПРОКОПЬЕВА, музыка руководителĕ.