IMG 3411Чупайĕнчи территори пайĕ 2 яла — Чупай тата Патти ялĕсене — пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенче пурĕ 489 кил хуçалăхĕ шутланса тăрать, 857 çын пурăнать.

Чупай та, Патти те чугун çул хĕрринче вырнаçнă. Чупай ялĕнче пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан тĕп шкул тата ун çумĕн­че ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, культура çурчĕ, библиотека, Паттинче Вăрмар райповĕн лавкки ĕçлеççĕ. Икĕ ялĕн­че те чиркÿ пур. Ял тăрăхĕнчи ял хуçалăх пĕл­терĕшлĕ çĕрсем çинче «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ ял хуçалăх культурисем туса илессипе ĕçлет. Вырăнти уйрăм хушма хуçалăхсем те ял хуçалăх культурисем туса илес ĕçе кÿлĕннĕ, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх усракансем те пур.

Паянхи кун Чупайĕнчи территори пайĕн начальникĕнче Николай Геннадьевич Ильин вăй хурать, унпа пĕр­ле Нина Витальевна Семенова тата Анжела Аскеровна Данилова ертсе пыракан специалист-экспертсем ĕçлеççĕ. Николай Геннадьевичпа Анжела Аскеровна хăйсен должноçĕсене çулталăка яхăн йышăнса тăраççĕ пулсан, Нина Витальевнăн муниципаллă службăри ĕç опычĕ 16 çулпа танлашать.

Территори пайĕнче ĕçлекенсен ти­вĕçĕсем тĕрлĕ енлĕ, Чупайĕнче вĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Ял тăрăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсене халăхпа пĕрле тачă çыхăнса, патшалăх программисемпе усă курса туса пыраççĕ.

2021 çулта «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх прог­раммин «Ял территорийĕсен хальхи сăн-сăпачĕ» çумпрограмми шайĕнче Чупайĕнчи культура çуртне тĕпрен юсанă: çивиттине улăштарнă, фасадне ăшă тытакан материалпа çапса тухса капăрлатнă.

Чылай ыйтăва пуçарулăх бюджечĕн программи татса пама пулăшать. Асăннă программăпа усă курса 2021 çулта Чупай ял тăрăхĕнче çуран çын каçмалли 4 кĕпер тунă: Чупай ялĕнчи К.Маркс урамĕнче — 1 кĕпер, кивĕ масар енне каçма — 2 кĕпер, Патти ялĕнчи çăлкуç çумĕнче — 1 кĕпер. Ĕçсене пурнăçлама 794270,3 тенкĕ тăкакланă.

Çав çулхинех Чупай ялĕнчи Ленин урамĕнчи 41-51-мĕш çуртсен çумĕпе пыракан çула 592155,31 тенкĕлĕх юсанă.

2022 çулта пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшÿллĕн Чупай ялĕн­че 1694373 тенкĕлĕх çĕнĕ купель хăпартса лартнă. Киров урамĕнчи çăлкуçа та хăтлăлатнă, кунта 196144 тенкĕ тăкакланă.

Çул-йĕре юсассине тимлĕх уйăрнă. Чупай ялĕнчи Зарубин урамĕнчи 39-мĕш çуртран пуçласа К.Маркс урамĕпе Чапаев урамĕнчи 20-мĕш çурт таран пыракан çула 923025,69 тенкĕлĕх юсанă. Пионерская урамĕнчи çула юсассипе те ĕçленĕ. Пушкин, Линга, Мир, Октябрь, Зарубин, Гагарин, Школьная урамĕсенче çутă ламписем лартассипе тата ахаль лампăсене светодиодлă лампăсемпе ылмаштарассипе вăй хунă. «Экологи» наци проекчĕн «Таса шыв» федераллă проекчĕ шайĕнче Патти ялĕнче шыв башнине тĕпрен юсанă, пурĕ 1815685,50 тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă.

Çамрăк, нумай ачаллă çемьесене пулăшасси те малти вырăнта. «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» патшалăх прог­раммипе килĕшÿллĕн 2022 çулта Чупай ял тăрăхĕнчи 1 çемье социаллă тÿлевпе усă курса хăйсен çуртне хăпартнă. 2023 çулта 2 çемье çăмăллăхлă ипотекăпа усă курса пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулнă.

Кăçал пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче Патти ялĕнче тараса тунă тата çăлкуçа хăтлăлатнă. Чупай ялĕнчи купель территорине хăтлăлатассипе ĕçленĕ. Мир, Зарубин урамĕсенче кĕперсем тунă, Гоголь урамĕнчи çăлкуçа хăтлăлатнă. Ĕçсен пĕтĕмĕш­ле хакĕ 3380381,8 тенкĕпе танлашнă, çав шутра халăх 676062 тенкĕ пуçтарса панă.

2024 çул валли те ĕç тĕллевĕсене палăртнă. Пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе килĕшÿллĕн Чупай ялĕнче 9870,22 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçласа экопарк йĕркелесшĕн. Унсăр пуçне Ефремов урамĕнчи çул-йĕре юсама планланă тата ытти те.

Пĕтĕмĕшле каласан вара, Чупай ял тăрăхĕнче активлă, тăрăшуллă çынсем, чăн-чăн патриотсем пурăнаççĕ. Кунта район, республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи февраль уйăхĕнче, акă, Патти çамрăкне — йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерне, Хăюлăх орденĕн кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă Владимир Пет­рович Сергеев аслă лейтенанта асăнса йĕлтĕрпе чупассипе район шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Сăмаха май, иртнĕ кунсенче паттăр ентешĕмĕре халалласа вăл пурăннă çурт стени çинче асăну хăми уçрĕç, çавăн пекех вăл пурăннă урама унăн ятне пачĕç. Паянхи кун тĕлне Чупай ял тăрăхĕнчен ятарлă çар операцине 10 салтак хутшăнать.

 

Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

 

Вера ЛЕОНТЬЕВА, Чупай ялĕнчи библиотека заведующийĕ:

«Цифра технологийĕсен ĕмĕрĕнче те кĕнеке хăйĕн хаклăхне, пĕлтерĕшне çухатмасть. Пирĕн библиотекăран ача-пăча татăлманни савăнтарать. Вĕсене кунта илĕртме кулленех интереслĕ мероприятисем ирттеретпĕр, çĕнĕ кĕнекесен шутне ÿстерме майсем шыратпăр. Пĕчĕкренех кĕнекепе туслă ÿсни ачасенче чи ырă енсене аталантарать. Унсăр пуçне библиотека çумĕнче хĕрарăмсем валли «Завалинка» клуб ĕçлет. Пурте пĕрле пухăнса тĕрлĕ темăсемпе калаçатпăр, литературăри çĕнĕлĕхсене сÿтсе яватпăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика