IMG 3519Паян 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн сотрудникĕсем районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче пушара хирĕç вĕрентÿ ĕçĕсем йĕркелесе ирттерчĕç.

Вĕрентÿ планĕпе килĕшÿллĕн редакци çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче вут-çулăм алхасма пуçланă. Хаçатра ĕçлекенсем ăна хăйсен вăйĕпе сÿнтерейменнине пула çăлавçăсене чĕнсе илнĕ, хăйсем эвакуациленнĕ. Тĕтĕм тухнипе хаçатăн пĕр ĕçченĕ редакци çуртĕнчех тăрса юлнă. Çăлавçăсем кĕске вăхăтра редакци умне çитсе вут-çулăма сÿнтернĕ, çуртра юлнă çынна сывламалли маска тăхăнтартса урама илсе тухнă.

Унтан 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн сотрудникĕсем редакци ĕçченĕсемпе калаçу ирттерчĕç, пушартан асăрханмалли правилăсемпе паллаштарчĕç, инкек сиксе тухас пулсан /ун пекки ан пултăрах\ хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарчĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика