Ĕнер, мартăн 2-мĕшĕнче, Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче Вăрмар районĕн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе, 2023 çулхи задачисене палăртассипе лару пулчĕ.
Унта Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов тата депутачĕсем, округăн территори пайĕсен начальникĕсем, округ администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Мероприяти савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене — пултаруллă та тăрăшуллă çамрăксене — ятарлă свидетельствăсем парса чысларĕç.
Тĕп докладпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович Шигильдеев тухса калаçрĕ. Вăл Вăрмар районĕн 2022 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе кашни енĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ял хуçалăх, строительство, çул-йĕр, вĕрентÿ, медицина, спорт, демографи ыйтăвĕсене хускатрĕ.
2022 çулта Вăрмар районĕнче наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланни çинчен каларĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Пурăнмалли çурт-йĕр» регионти проекчĕ шайĕнче 8 çамрăк çемьене пурăнмалли условисене лайăхлатма 5,7 млн тенкĕлĕх сертификатсем панă.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан ăнăçăвĕ» федераллă проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — ачасене хушма пĕлÿпе тивĕçтерме çĕнĕ вырăнсем тăвасси, çавна май 2022 çулта Вăрмарти ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсем валли 45 çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ. Талантлă ачасемпе çамрăксене тупса палăртасси тата вĕсене пулăшасси те малти вырăнта. Районта «Инженерипе техника класĕсем» проект пурнăçланать, профильлĕ классем, агроклассем ĕçлеççĕ. «Вĕрентÿпе производство класĕсем — 21» проект шайĕнче муниципалитетри шкулсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе тата Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕпе килĕшÿ тунă. Проектăн тĕп тĕллевĕ — шкул ачисене ĕçлĕ професси илме пулăшасси.
«Экологи» наци проекчĕ шайĕнче районта регионти 4 проект пурнăçланать: «Вăрмансене упраса хăварасси», «Таса çĕршыв», «Коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтармалли комплекслă тытăм», «Таса шыв». 2022 çулта «Астăвăм сачĕ» акци вăхăтĕнче Вăрмар районĕнче 5390 тĕп çамрăк хунав лартса хăварнă, унта 300 çын хутшăннă. «Таса çĕршыв» регионти проект шайĕнче 86 субботник ирттернĕ, унта 5 пине яхăн çын хутшăннă. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем 4052 кг ытла макулатура пуçтарнă.
2022 çулта районта «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» регионти проекчĕ активлă пурнăçланнă. Вăрмарти Спорт çуртне 9 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсанă, ун çумĕнчи территорине 5 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă, унсăр пуçне 1 млн тенкĕлĕх спорт оборудованийĕ туяннă.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулать.
http://gazeta1931.ru/urmary/10570-natsi-proekch-sem-purn-clanacc#sigProId529b394408
И.ДАНИЛОВА.