IMG 3741Паян Энĕшпуç ялĕнче СССР спорт мастерĕсене — пĕртăван Геннадий Ивановичпа Юрий Иванович Ивановсене асăнса йĕлтĕрпе чупассипе республика шайĕнчи йăлана кĕнĕ уçă ăмăрту иртрĕ.

Унта Вăрмар муниципаллă округĕн вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсенчен пуçласа аслă ÿсĕмрисем таран, çавăн пекех Шупашкар, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Канаш, Тăвай муниципаллă округĕсен йĕлтĕрçисем хутшăнчĕç.

Спорт мероприятийĕн торжествăлла пайĕ шкул çурчĕ умĕнче пулчĕ. Пухăннисем умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, спорт ветеранĕсен республикăри Канашĕн председателĕ В.Шоркин тата ыттисем те тухса калаçрĕç.

Йĕлтĕрçĕсем çул ÿсĕмне кура черетпе чупрĕç. Çĕнтерÿçĕсен чыславĕ кашни финиш хыççăнах пулса пычĕ. Вĕсем грамотăсемпе медальсене, тĕрлĕ парнесене, сувенирсене тивĕçрĕç.

Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика