Мартăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар муниципаллă округĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç: РФ Президенчĕн В.Путинăн РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ; ЧР Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе тунă отчет; культура учрежденийĕсене, палăксене, культура еткерлĕхĕн объекчĕсене тивĕçлĕ шайра тытас проблемăсем, культурăпа кану мероприятийĕсене ирттересси.
Пĕрлехи информаци кунне ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Информушкăн членĕсем Пысăк Енккассинчи тата Аслă Чакри территори пайĕсенче ĕçлерĕç. ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов Пысăк Енккассинчи территори пайне çитсе кунта пурăнакансемпе калаçрĕç.
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.
http://gazeta1931.ru/urmary/10610-v-rmar-munitsipall-okrug-nche-p-rlekhi-informatsi-kun-irtr#sigProId9bc6606848