IMG 5541Тăван çĕршывăмăр Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 78 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕ — Аслă Çĕнтерÿ кунĕ — Раççейре те, тăшмансенчен асап тÿснĕ ытти çĕршывсенче те кашни çыншăн, кашни çемьешĕн сума сăвакан манăçми уяв. Çак дата ĕмĕрлĕхех календарь çинче çырăнса юлнă.

Паян, майăн 9-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕн центрĕнче иртенпех патриотизмла юрă-кĕвĕ янăрать, Çĕнтерÿçĕ-салтак тата воин-интернационалистсене халалланă палăксен умĕнче хисеплĕ караул тăрать.

Куççуль витĕр иртекен уяв кунĕ Вăрмар муниципаллă округĕн яваплă çыннисем «Урмарытеплосеть» МУП çурчĕ çинчи тата поликлиника стени çине вырнаçтарнă Асăну хăмисен умне чĕрери чи аслă туйăмсемпе чĕрĕ чечексем пырса хунинчен пуçланчĕ. Тĕп поликлиника çурчĕ умĕнчи вырăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕ кунĕсенче районта пурăнакансем фронта шăпах çакăнтан тухса кайнă.

Унтан Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунă шкул ачисемпе вĕрентекенсен ячĕпе лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ. Пухăннисен умĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Чернова сăмах илчĕç. Уяв ячĕпе ăшшăн саламласа паттăрсене яланах асра тытмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕç, пурне те мирлĕ тÿпе, тăнăç пурнăç сунчĕç. Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти çамрăк кадетсем вăрçă темипе сăвăсем каларĕç, аслăрах кадетсем палăк умне гирлянда пырса хучĕç. Митинга хутшăнакансем те вăрçăра пуçне хунă паттăр салтаксене асăнса чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Поселокăн тĕп урамĕсемпе вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнлакан автомашинăсен колонни чупрĕ. Çавăн пекех тĕп площадьри фонтан умĕнче Вăрмар райповĕ йĕркеленипе çар кухни ĕçлет.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика