IMG 5586Аслă Çĕнтерĕве халалланă уявăн тĕп пайĕ, паллах, «Астăвăм» ятпа иртекен митинг, яланхиллех вăл Вăрмар поселокĕнчи Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче халăха йышлă пуçтарчĕ: тĕрлĕ çулсенчи хирĕç-тăрусемпе вăрçăсене хутшăннă ветерансене, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕсене, шкул ачисене, районти предприяти-организацисенчи ĕç коллективĕсене, Çĕнтерÿ кунне чунтан хисеплекен район çыннисене.

Митингра Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ Михаил Пуклаков, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркÿ настоятелĕ Леонид атте пурне те Аслă Çĕнтерÿ 78 çул тултарнă ятпа саламларĕç. Кашниех вĕсем паянхи кун пирĕнтен аякра мар Донецк, Луганск облаçĕсенче неофашизма хирĕç мирлĕ пурнăçшăн пыракан çапăçусене хутшăнакан хамăрăн ентешсем часрах тăван килĕсене чĕрĕ-сывă таврăнасса кĕтнине пĕлтерчĕç. Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе микрофон умĕнче пурин умĕнче те Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Владислав Сапаркин, мĕн пĕчĕкрен кашни çулах митинга хутшăнакан Тимур Батраков та Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç.

Сăмах май, 1945 çулхи Çĕнтерÿллĕ майăн 9-мĕшĕнче шăпах та Мăнкун уявĕ пулнă 78 çул каялла. Çавăнпа та Леонид атте хăйĕн саламлă сăмахне «Христос чĕрĕлнĕ!» сăмахсенчен пуçларĕ.

Вăрмар тăрăхĕнче чĕррисем хушшинче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, шел пулин те, юлман. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ветерансене, хăйсен пурнăçĕсене ним шелсĕр çамрăклах татнă салтаксене, паттăрсене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ. Ун хыççăн палăк умне гирлдяндăсемпе чечексем хума пуçларĕç. Çак тивĕçе пурнăçлама чи малтанах Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул каччисене шанчĕç. Черетпе хуллен-хуллен пурте илемлĕ чечек кăшăлĕсемпе, чĕрĕ чечек çыххисемпе палăк умнелле çул тытрĕç, унăн умĕнче пуçĕсене тайрĕç. «Ĕмĕр сÿнми» çулăм, чечек кăшăлĕсем, район çыннисем Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе хисеплесе лартнă палăка майăн 9-мĕшĕнче чĕрĕлĕх парнелерĕç.

Паянхи кун Украинăра пыракан ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунĕн пĕлтерĕшне, мирлĕ пурнăç хакне эпир нихçанхичен те ытларах туятпăр. Пирĕн Раççей çĕрĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан çапăçусем часрах вĕçленессе кĕтетпĕр.

Эвелина Михайлова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика