Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнчи «Астăвăм» торжествăлла мероприяти вĕçленчĕ те çамрăк армеецсен парадне курма пурте тĕп площадь еннелле васкарĕç. Пĕр енче куракансем тăрса тухрĕç, районти культура аталанăвĕн центрĕ енче — çар тумĕ тăхăннă яваплă çынсем, ветерансем, тыл ĕçченĕсем. Районти шкулсенче, кадет класĕсенче ăс пухакансем — лайăх паллăсемпе вĕренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — ушкăнăн-ушкăнăн çынсем умне вырнаçса тăчĕç.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада çамрăк армеецсем хатĕрри çинчен рапортларĕç. Площаде РФ тата ЧР патшалăх ялавĕсене, Çĕнтерÿ ялавне çĕклесе кĕчĕç. Çамрăк армеецсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç, юрăсем шăрантарса, ялавсем çĕклесе утрĕç, пĕри тепринчен хастар. Вĕсен илемлĕ тумĕсем куçа илĕртрĕç, çирĕп утти тĕлĕнтерчĕ. Параппанçă-хĕрсен ташши, кадетсен илемлĕ вальсĕ, шкул çулне çитмен ачасен пултарулăхĕ парада татах пуянлатрĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев çамрăк армеецсене тав турĕ, малашне те патриотла туйăмсене чунра упрама, пур енчен те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма сунчĕ.
Каçхине вара тĕп площадьре савăнăçлă уяв концерчĕ иртĕ, яланхиллех уяв салючĕ пулĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/10831-utti-cir-p-tum-sem-kap-r#sigProId005c85f6c4