1684830532763

Юлашки шăнкăрав — шкултан вĕренсе тухакансен, вĕренÿ çулĕ вĕçленсе экзаменсен тапхăрĕ пуçланнине палăртакан, выпускниксемпе ашшĕ-амăшĕшĕн, вĕрентекенсемшĕн чуна хумхантаракан уяв. Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 9-мĕш класран вĕренсе тухакан виçĕ хĕршĕн — Валерия Александровашăн, Ксения Егоровашăн, Ксения Жегалинашăн

тăхăр çул вĕреннĕ тăван шкулта юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Умра — экзаменсене ăнăçлă тытасси, малалла Вăрмарти вăтам шкула 10-мĕш класа е техникума, колледжа, училищене вĕренме каясси. Валерия Александрова шкултан хĕрлĕ аттестатпа вĕренсе тухать, мĕн пĕрремĕш класранпах пиллĕк паллăсемпе тăрăшса вĕренет пултаруллă хĕр ача, олимпиадăсен, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçи. Чăваш чĕлхипе тата литературипе халăхсем хушшинче иртнĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă вăл халь нумай пулмасть кăна. Ксения Егоровăпа Ксения Жегалина ударницăсем, вĕсем те маттур. Пысăк шурă бантлă, шап-шурă фартуклă шкул кĕпи тăхăннă илемлĕ хĕрсен куçĕсем савăнăçпа çиçрĕç çак кун, вăхăтăн-вăхăтăн тунсăх авăрне те путрĕç вĕсем шкулпа сывпуллашмалли вăхăт çинчен аса илтерекен сăмахсене, юрăсене илтсессĕн. Темиçе ăрăва вĕрентсе кăларнă пулсассăн та, хальхи тăххăрмĕшсен класс ертÿçин Ираида Михайловна Николаеван чун-чĕри те пăлханчĕ, пилĕк çул хушшинче çывăхланса çитнĕ вĕренекенĕсемпе уйрăлма çăмăл мар.

Уяв ячĕпе выпускниксене шкул директорĕ Александр Веселовский, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕн — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Василий Адюков, Вăрмарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ Людмила Иванова, Кавалти территори пайĕн начальникĕ Алексей Терентьев ăшшăн саламларĕç. Ашшĕ-амăшĕ

сем вĕрентекенсене тав сăмахĕсем каларĕ, пĕрремĕш вĕрентекенĕ, класс руководителĕ — пурте ăшă сăмахсем каларĕç çак кун выпуксниксене. Выпускникĕсем виççĕн кăна пулсан та, юлашки шăнкăрав уявĕ нумай çынна тыкăнларĕ. Хĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе те паллаштарчĕç, сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç, Ксения Жегалина гитарăпа каласа юрă юрларĕ. Çак кун уява хутшăннă пĕр çын та парнесĕр юлмарĕ. Пăвакасси ял старости Татьяна Александровна хăйĕн хĕрĕ Валерия 9-мĕш класран вĕренсе тухнă ятпа вĕрентекенсене тав туса парнесем пачĕ.

Сăмах май, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паянхи кун 40 шкул ачи. Унсăр пуçне 16 ача шкул çумĕнчи ача садне çÿрет.

 

Эвелина Михайлова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика