IMG 2158

Вăрмар округĕнче паян Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Савăнăçлă мероприяти Вăрмарти Культура çуртĕнче иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, уйрăм хушма хуçалăхсен пуçлăхĕсем, производствăра малта пыракансем, ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те пулчĕç.


Пухăннисене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов тата ыттисем те саламларĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕн — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Василий Адюков округри ял хуçалăх ĕçĕнчи кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Тăрăшулăхпа палăрнă ял хуçалăх ĕçченĕсене тĕрлĕ наградăсем парса чысларĕç.

Тĕплĕнрех — «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика