IMG 3199

Декабрĕн 9-мĕшĕнче Раççейре Тăван çĕршыв паттăрĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çавна май Вăрмар муниципаллă округĕнче торжествăллă мероприяти иртрĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕ те хăйĕн паттăрĕсемпе мăнаçланма пултарать. Чрезвычайлă лару-тăру министерствин тата Шалти ĕçсен министерствин пирĕн округри ветеранĕсем тата халĕ ĕçлекен сотрудникĕсем вĕсен манăçми ячĕсене чыслама пуçтарăнчĕç.

Мероприятине пухăннисем пушар хуралĕн хисеплĕ ветеранĕ В.Нягин йĕркелесе пынипе пирĕн паттăр ентешĕмĕрсен — Совет Союзĕн Геройĕн А.С.Казаковăн тата Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн П.П.Порфирьевăн ячĕсемпе çар комиссариачĕн çурчĕн стени çинче вырнаçтарнă Хисеп хăмисем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Унтан вĕсем РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн çурчĕ умĕнчи хăйсен тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсен палăкĕ умне те чечексем хурса чысларĕç.

Çак палăк умĕнче икĕ пысăк йывăç ÿсет. Вĕсене хăй вăхăтĕнче — 1985 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве 40 çул çитнĕ ятпа Совет Союзĕн Геройĕ А.С.Казаков тата Социализмла Ĕç Геройĕ С.Л.Лукин лартнă пулнă. Çак пулăма асра хăварас тĕллевпе Чрезвычайлă лару-тăру министерствин тата Шалти ĕçсен министерствин округри ветеранĕсем йывăçсем умне табличкăсем лартса паян вĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Мероприятине çавăн пекех Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç, палăксем умĕнче хисеплĕ караулта тăчĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика