IMG 3474Вăрмар муниципаллă округĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн пуçлăхĕ Михаил Пуклаков, РФ Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин начальникĕ Татьяна Васильева, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕн — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Василий Адюков тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Василий Шигильдеев ертсе пыракан ушкăн Энтрияль тăрăхĕнчи халăхпа ял клубĕнче тĕл пулчĕ. Василий Викторович Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене хускатнă май 2024 çулта коммуналлă пулăшусемшĕн тарифсене индексациленине каларĕ, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уйрăмах çирĕп пăхăнмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех хĕллехи вăхăтра çул-йĕре юртан тасатассипе ку е вăл тулли мар яваплă обществăсемпе тунă килĕшĕве мĕнлерех пурнăçласа пынине тĕрĕслесе тăни çинчен пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне çамрăк специалистсене ялсене килсе ĕçлеме майлă условисем йĕркелени çинчен те каларĕ. Аслă вĕренÿ заведенине направленипе вĕренме кĕрсен муниципаллă округ ку е вăл студента кашни уйăхра 1000 тенкĕ стипенди пама пултарни, вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен округа ĕçлеме килекенсене вара пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме хатĕрри çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Палăртма кăмăллă: çамрăк специалист 10 çул пирĕн тăрăхра ĕçлесен, çурт-йĕре яланлăхах хăй çине куçарма пултарать.

Энтриялĕнче пурăнакансене ытларах Пысăк Енккасси ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче врач пулманни пăшăрхантарать /Энтрияль тăрăхĕнче пурăнакансем медицина пулăшăвне шăпах çавăнта илеççĕ\, республика пĕлтерĕшлĕ «Вăрмар — Вăрмар çул кукăрĕ» автоçула, район пĕлтерĕшлĕ «Энĕш — Энтрияль» автоçула юсамалли çинчен те каларĕç. Информушкăн членĕсем кашни ыйтăва шута илчĕç.

Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунĕ Арапуçĕнчи территори пайĕнче те иртрĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пыракан ушкăн ялти культура çуртĕнче вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ. Асăннă территори пайĕн пуçлăхĕ Евгений Спиридонов чи малтанах Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ, çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче вырăнти халăхăн пушарсем тухасран уйрăмах сыхă пулмаллине каларĕ, çавна май электроприборсемпе тĕрĕс усă курма пĕлмелли, çурт-йĕрсенчи электропралуксене вăхăтра çĕнетсе тăмалли, мунча хутнă чухне уйрăмах тимлĕхе çухатмалла марри çинчен чарăнса тăчĕ. Тĕрлĕ инкек-синкекрен çурт-йĕре, пурлăха вăхăтра страхламаллине каласа хăварчĕ. Çакна палăртмалла: асăннă территорири урамсене, çавăн пекех район пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре те юртан вăхăтра тасатса тăраççĕ.

Вырăнти халăхран та ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсене ялта хăçан шкул уçăласси, ача садĕнчи кивĕ чÿречесене улăштарасси, ялти фельдшерпа акушер пункчĕ хăçан хута каясси, асăннă территори пайĕнче чылайранпа культорганизатор çукки, çавна май ялти клуб ĕçлеменни кăсăклантарчĕ. Шкул пирки сăмах тапратнă май Вăрмар муниципаллă округĕн Пухăвĕн депутачĕсен председателĕ Юрий Иванов çапла каларĕ: «Хальхи вăхăтра 165 ача вырнаçмалăх çĕнĕ шкулăн строительствин хакĕ, проектпа смета документĕнче палăртнă тăрăх, 780 миллион тенкĕпе танлашать. Ку чăннипех те питĕ хаклă. Çĕнĕ шкул хăпартса лартма укçи-тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрасси иккĕленÿллĕ /асăннă укçа-тенкĕрен 10 процентне пирĕн округăн хывмалла\, çавăнпа та унчченхи шкула çĕнĕрен экспертиза витĕр кăларса капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама майсем шырамалла. Ача садне юсассипе çыхăннă ĕçсене те пĕрлех пурнăçламалла». РФ Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин начальникĕ Татьяна Васильева çитес çулхи пенси системинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн Украинăри ятарлă çар операцийĕ валли маскировка сеткисем çыхакансем патне кайса курчĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Юрий Анатольевич вĕсене çак пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Информушкăн членĕсем çавăн пекех Арапуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн строительствипе те паллашрĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕ Аслă Чак ял территорийĕнче те иртнĕ. Унта та граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика